21 января 2009 г.
Турхан. Тури Тăрмăшри клубра кивĕ Çĕнĕ çула халалланă каç иртнĕ. Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов иртсе кайнă çулăн хăйне евĕр палăрăмĕсемпе, çĕнĕ çулхи ĕмĕт-тĕллевпе, малашлăхри пĕрле татса памалли ыйтусемпе паллаштарнă.
Уяв программи пуян та тулли пулнă. Тĕрлĕрен тупăшупа вăйăсен çĕнтерÿçисем пурте парнене тивĕçнĕ.
Йăла-йĕркене пăхăнса хатĕрленĕ çимĕçсене кашниех пахаланăИсточник: "Авангард" (газета Батыревского района)