Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан шкулĕнчен хыпарлаççĕ Çĕнĕ кайăк

25 октября 2008 г.

Эпир, 5-мĕш класс ачисем, чăваш литературин урокĕнче Антонина Васильевăн “Çĕн кайăкпа кантраллă кукăль” хайлавĕпе паллашрăмăр. Вăл пире питĕ килĕшрĕ. “Çĕнĕ кайăк” тесе тин çуралнă ачана калаççĕ иккен. Пирĕн класри Аньăсен килне те “çĕнĕ кайăк” килнĕ. Эпир юлташсемпе пĕчĕк Машăна кайса куртăмăр.

Т.МЫЛОВА.

Пирĕн класс

Пирĕн 9-мĕш “а” класра 20 ача вĕренет. Класс питĕ туслă. Унăн хăйĕн гимнĕ те пур. Кашни ача пĕр-пĕр яваплă ĕç пурнăçлать. Акă, класс старости Н.Петрова хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвать, вĕренÿре те маттур.

Класс ачисем тĕрлĕ мероприятире пултаруллă. Кĕрхи бал вăхăтĕнче, сăмахран, концерт кăтартрăмăр. Е.Трофимова, Е.Тарасов, А.Кудрявцев, А.Николаева ăсталăхпа палăрчĕç. Конкурсра чи пултарулли А.Пигаваев пулчĕ.

Д.КАЛДЫРМИН.

Вулавăшра кăмăллă

Шкул вулавăшĕнче библиотекарьте Светлана Петровна чылайранпа ĕçлет. Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Хамăр та вулавăша кăмăлтан çÿретпĕр. Çĕнĕ кĕнекесем килсен пĕрле сÿтсе яватпăр, юмахсем лартатпăр, сăвă калассипе конкурссем ирттеретпĕр, “Кĕнеке – пирĕн тус” хаçат кăларатпăр. Çак кунсенче В.Крапивнин çыравçăн 70 çулне уявларăмăр. Çитес вăхăтрах 1-6-мĕш классем валли юмах лартатпăр.

Д.ПАВЛОВА.

Маттур пĕрремĕшсем

Иккĕмĕш уйăх вĕçленет пĕрремĕшсем парта хушшине ларни. Апла пулин те вĕсем ыррине чылай тума та ĕлкĕрчĕç. Вулама-çырма пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пулас спортсменсем те, хитре ÿкерекенсем те, сăвă илемлĕ калакансем те палăрчĕç. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса Хисеп хучĕ илнисем те пур. Унсăр пуçне район центрне килнĕ зооцирка кайса курчĕç. Кунта ашшĕ-амăшĕпе, аппăшĕсемпе пĕрле çÿрерĕç. Унтан Патăрьел бассейнĕнче шыва кĕчĕç.

А.ПИГАВАЕВ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика