Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕМ ВАЛЛИ - КОНЦЕРТ

06 октября 2008 г.

ПАТĂРЬЕЛ районĕнчи Упамсарта - 140 яхăн ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Виçĕм кун вĕсенчен чылайăшĕ ялти Культура çуртне килчĕ.

Икĕ ĕмĕр каяллах сĕм вăрман варринче йĕркеленнĕ яла çынсем тĕрлĕ çĕртен пурăнма куçнă, ăна Упамса тенĕ. XIX ĕмĕрте вăл тĕттĕм ял шутланнă. Халĕ ăна упа шăтăкĕ тееймĕн. Кунтан республикипе паллă çын сахал мар тухнă. Ял старости А.Пешков - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Александр Петрович чĕрĕк ĕмĕре яхăн “Россия” колхоза ертсе пынă. Г.Васильевпа П.Сымов 40 çула яхăн ачасене ялти тулли мар вăтам шкулта вĕрентнĕ. Вĕсем - Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем. В.Степанова - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Сăмах май, унăн çывăх юлташĕ В.Кошкин /Кервен/ та культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Василий Гаврилович - чăвашсен паллă поэчĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалланă савăнăçлă пухăва Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Сымов уçрĕ. Александр Николаевичсăр пуçне сумлă ватăсене уяв ячĕпе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертÿçи В.Осипов, ял старости А.Пешков тата Шупашкартан килнĕ хăнасем саламларĕç. Унтан Чăваш патшалăх академи капеллин артисчĕсем концерт кăтартрĕç.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика