Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упамсари шкула – 100 çул

06 августа 2008 г.

Упамсари шкул уçăлнăранпа 100 çул çитнине анлă паллă турĕç. Юбилей уявне Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Сымов уçрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Глухов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ, çак шкултан вĕренсе тухнă Н. Смирнов (ÿкерчĕкре), районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов, Турхан ял тăрăхĕн депутачĕсем, шкулти ĕç коллективĕ, педагогика ĕç ветеранĕсем, тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă выпусниксем хутшăнчĕç.

Патшалăх истори архивĕн справки тăрăх Упамсари шкул 1908 çулта уçăлнă. Вăл малтанхи тапхăрта хресченсен çуртĕнче вырнаçнă. Шкул валли хваттер Ф.Филиппов патĕнче пулнă. Пĕрремĕш учитель – К.Харитонов. Ун хыççăн вăхăтлăха В. Волков çуртне куçарнă. Унта вĕрентекен учитель Х.Черноглазов, Нăрваш Шăхаль çынни пулнă. Вăл И.Леонтьев патĕнче пурăннă. Кайран Комсомольски çынни вĕрентнĕ. Шкул И.Кошкин çуртне куçнă. Унта Шăмăршă хĕрĕ Ирина Ивановна учитель ĕçленĕ. Çавăн пекех шкул С.Пятаков çуртне те вырнаçнă. Учитель А.Попов (Нăрваш Шăхаль) пулнă. Андрей Сергеевич çемйипех П. Козлов патĕнче хваттерте пурăннă. 1930 çулсенче шкул С.Никифоров, С.Купцов кулаксен çурчĕсене йышăннă. Çак çулах шкул çуртне лартнă, 7 класлă тунă. Ф.Никифоров çуртĕнчен ялта шкулпа юнашар клуб лартнă. Унта М.Муллина учительница уроксем хыççăн ĕçленĕ. Пĕрремĕш кăларăмĕ 1943 çулта пулнă. Вăрçă çулĕнче 28 ача вĕренсе тухса алла документ илнĕ. 1960 çулта Упамса ялĕнчи шкула сакăр çул вĕренмелли туса хунă. 1989 çулта тулли мар вăтам шкул, 2003 çултан тулли мар вăтам шкул – ача сачĕ ĕçлет.

Хăйĕн салам сăмахне каланă май хальхи вăхăтра ĕçлекен шкул директорĕ К. Иванова ĕçре çитĕнÿ тунă учительсене тата воспитательсене Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Уява килнĕ çынсемпе пĕрлех унчченхи вăхăтра чылай çул директор пулса ĕçленĕ Г.Васильев, ял комитечĕн председателĕ А.Пешков, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем С.Козлова, М.Муллина, Р.Степанова, Т.Сымова тухса каларĕç. Тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе тухнă выпускниксем : Г.Юманов, А.Леонтьев, П.Петров, Е.Сымова шкултан вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă учительсене тав турĕç. Сăмах май шкул выпускникĕ Н.Смирнов компьютер парнелерĕ.

Шкулăн 100 çулхи юбилейне инçетри Казахстанран Н.Пятаков, шкул выпускникĕ, поэт, юрăçă-композитор килсе çитрĕ. Вăл Джезказган хулинче казах, вырăс, чăваш, тутар çыннисемпе пĕрле 70 çулхи юбилейне анлăн паллă тунине каласа кăтартрĕ, хăй çырнă сăвăсене вуларĕ.

Икĕ хутлă 192 вырăнлă шкула 1981 çулта хута янă. Вăл вăхăтра директор Г.Васильев пулса ĕçленĕ. Шкул тунă çĕре ял çыннисем хутшăннă. Вăл вăхăтра ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ И. Нягин нумай пулăшнă.

В.Кервен, П.Чурбанов, Н.Пятаков, А.Степанова, В.Степанов поэт-писательсем, Ленин орденĕн кавалерĕ В.Сымов, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕç пулнă В.Мулгачев, ял хуçалăх ĕçĕсенче палăрнăшăн “Знак Почета” ордена тивĕçнисем П.Степанов, А.Пешков, М.Хундров, А.Федотов, Е.Муллина шкул хыççăн çÿллĕ шая çĕкленнĕ. Професси енĕпе хисеплĕ ят илнисем – А.Пешков ( ял хуçалăх), В.Степанова, В.Степанов (культура) пур. Çар-милици çыннисем: П.Васильев, В.Вавилов, В.Сымов, В.Купцов, В.Купцов, И.Филиппов, П.Егоров, В.Петров. Ертÿçĕ енĕпе пысăк картлашкара ĕçленисем тата ĕçлекенсем: Н.Смирнов, Г.Козлов, П.Петров, А.Пятаков, Н.Козлов, В.Трофимов, П.Купцов, С.Пятаков, Ф, Степанов.

Спорт (йĕлтĕр, футбол) вăййисене илсен районта яланах малти вырăнсенче пулнă. “Зарницăна” хутшăнас енĕпе опыт пуçтарнă. Çак ĕçсенче П.Сымов учитель пысăк хастарлăх кăтартнă.

Учительсен коллективĕ шкул историйĕпе паллашмалли стендсем, выставкăсем тата электронлă майпа презентаци хатĕрленĕ. Куракансене вăл килĕшрĕ.

Шкул коллективĕн тата ачасен концерчĕ савăнтарчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика