Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕмĕтленнипех ĕç пулмасть»

30 ноября 2007 г.

 

Петр Николаевич Никифоров 1955 çулта Сăкăтра çуралнă. 1976 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çар хыççăн тăван ялах таврăннă, пурнăçне çĕр-аннемĕрпе çыхăнтарнă. Зоотехник, партком секретарĕ, ял администраци пуçлăхĕ пулнă. 1992 çултанпа “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи. Халĕ ăна сăмах:

– Йывăр пулин те ял хуçалăх отраслĕ вырăнта тăмасть, малаллах талпăнать. Çакна хамăр хуçалăх кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Кăçал кашни гектартан 27 центнер тĕш тырă, 230 центнер çĕр улми, 300 центнер сахăр кăшманĕ, 100 центнер севок сухан туса илтĕмĕр.

Выльăх-чĕрлĕхрен те пысăк тупăш илетпĕр. Хуçалăхра 560 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 150-шĕ сăвăнаканни. Сысна 1200 пуç. Хуçалăх ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе специализациленет. Çавна май республикăра çулленех иртекен ăратлă выльăх выставкинче яланах медальсемпе парнесем çĕнсе илетпĕр. Унсăр пуçне вăтам вырăс ăратлă хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлет-пĕр.

Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Пирĕн патăрта шăпах ĕçшĕн çунакансем пурăнаççĕ. Ю.Чернов, В.Красников, Н.Славницкий специалистсем пысăк опытлă, хастар. Н.Хитров, Н.Глухов, Н.Чернов, Владимир, Станислав, Сергей Давыдовсем – ăста механизаторсем. А.Назаров, А.Бакашин, В.Чернов водительсем, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Е.Кузьмина пăру пăхакан, Н.Нрти ĕне сăвакан, В.Суркова сысна пăхакан чăннипех те ырă ята тивĕç.

Наци проекчĕпе усă курса фермăсенчи оборудованисене, ял хуçалăх техникине çĕнетсех пыратпăр. Кăçал 9 миллион тенкĕлĕх кредит илсе ĕне витине çĕнетсе сĕт пăрăхĕ, холодильник, апат валеçекен оборудовани вырнаçтартăмăр. Ссуда илсе КамАЗ автомашина, бульдозер-трактор, выльăх апачĕ пуçтаракан “Морал-2211” агрегат, çĕр улми пуçтаракан комбайн туянтăмăр.

Умра – ял хуçалăхне аталантармалли Патшалăх программине пурнăçласси. Çитес çулсем чăн-чăн ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ пуласса çирĕп шанатăп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика