Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир пушанать, пÿлме тулать

18 августа 2007 г.

Ĕмĕре машина-трактор, комбайн рулĕ умĕнче ирттернĕ механизаторсемшĕн тăван уй-хиртен хакли нимĕн те çук. Кашни пусăм çĕр куç умĕнче, асра. “Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕнчи Николай Пайдютовшăн пушшех те. 40 çула яхăн уй-хир “карапĕн” штурвалĕ умĕнче вăл. Çак çулсенче миçе гектар вырса çапнине, миçе центнер тырă тĕшĕленине шутласа та кăлараймăн. Çур аки хыççăн çур аки, вырма хыççăн вырма улшăнчĕ. Çулсем те шултраланчĕç. Ывăлĕ Сергей ашшĕн сукмакне такăрлатма пуçланăранпа та вăхăт шурĕ. Чунĕ вара пĕрре те ватăлмасть. Николай çав-çавах техника паркне васкать, уй-хире туртăнать. Кăçалхи вырмара та хастарлăх кăтартать. Малтанах “Нива СК-5” комбайнпа качака курăкĕ çулчĕ, унтан кĕрхи культурăсен уйне куçрĕ, каярахпа – çурхи çине.

Николай Черновăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар – 15 çул. Шкул сакки çинченех тракторист-машинист правине илсе тухнă вăл. Унтанпах тăван хуçалăхра вăй хурать. Шавлă хула пурнăçĕ ют уншăн. Тĕлĕкре те тăван улăх-çаран, тăри юрриллĕ тулăх тырă пусси, вăрман курăнать. Çак илемпе киленсе ĕçлет те çамрăк, хăйне шанса панă “Дон” комбайнран хакли нимĕн те çук-тăр уншăн. Виççĕмĕш çул унпа тырă вырса çапать.

Унăн пулăшаканĕ Николай Анюров та хуçалăхра хисеплисен шутĕнче. 13 çул КамАЗ водителĕнче вăй хурать. Кăçалхи вырмара хăйне комбайнерсен йышĕнче тĕрĕслесе пăхма шутларĕ. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмест. Ĕçе хăвăрт хăнăхрĕ, тепĕр çул уйрăм та вырса çапма пултарать.

Хуçалăхра кадрсем ха-тĕрлесси çине тимлĕ пăхнăран, пĕри теприне улăштарма пултарнăран вырма ĕçĕсем те кал-кал пыраççĕ. Августăн 14-мĕшĕ тĕлне 700 гектар вырнă, 665 гектарне пухса çапнă, 16800 центнер тырă тĕшĕленĕ, кĕрхи культурăсем акма 210 гектар çĕр хатĕрленĕ. Тухăç та аван, гектартан 25, 2 центнер тĕш тырă тухать. Водительсем йĕтем çине рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Хуçалăх тырă сутма пуçланă, тоннăсен хисепĕ ÿссех пырать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика