Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре кун иртни сисĕнмест

04 августа 2007 г.

 

Районти хăш-пĕр хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тăкаклă тесе вĕсене пĕтерсе пыраççĕ. Анчах "Красное знамя" кооперативра апла мар. Сыснасен йышĕ те, ĕнесен шучĕ те сахал мар вĕсен. Кĕтĕве çĕнетсе пырас енĕпе ăратлă выльăхсем те илеççĕ. Чĕрĕ чунсене ăшă, тутă хĕл каçарма вара паха апатпа юсавлă витесем кирлĕ. Ăна та, кăна та хатĕрлеççĕ хуçалăхра. Виçĕ ĕне витине "çĕнетмелле" вĕсен. Ку енĕпе ятарлă бригада ĕçлет. Эпир пынă чухне Станиславпа Николай Нртисем вите тăррине çапакан шифер айне хумалли хăмасене кирлĕ виçепе касса тирпейлетчĕç. П.Артамонов, Ю.Ларионов, П.Пыркин, Н.Кузьмин, В.Евграфов складран шифер куçаратчĕç.

_ Чи "çамрăкки" эпĕ кунта. 67 çулта кăна-ха. Çавах çамрăксенчен утăпа та, ĕçпе те юласшăн мар, _ тет шỹтлесе Валентин Константинович. Ыттисене васкавлăрах ĕçлемеллине систерет вăл. Техникăна вăрах вăхăт лартасшăн мар. Тыр-пул пухса кĕртнĕ чухне кашни "хурçă ут" шутра-çке.

Ĕçĕ нумай-ха кунта. Хура кĕркуннечченех çитет. Сăвăнакан сĕте пăрăхсемпе ямалла тумалла. Тислĕк кăлараканни кирлĕ. Апат хумалли кормушкăсене юсамалла тата ытти те. Ĕçе палăртнă вăхăта вĕçлеме пулаççĕ строительсем. Ку енĕпе хуçалăх ертỹçи шанать вĕсене. Строительсен аллипе çĕкленекен объектсем сахал мар. Пĕлтĕр кĕлет тунăччĕ.

 Утти те çăмăл В.Евграфовăн. Çавăнпа ĕçе те вăр-вар пурнăçлать вăл. Сывлăхĕ пулсан малашне те хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнасшăн мар. Коопертивпа кăвапине çыхăнтарнă тесен те йăнăш пулмĕ. Маларах кăштах трактористра ĕçленĕ Валентин Константинович. Каярахпа водительте. Тĕрлĕ маркăллă автомашинăпа çĕр чăмăрне çаврăннах пуль вăл.

Мăшăрĕ те хăй пекех ĕçчен В.Евграфовăн. Вера Ильинична хуçалăх ĕçĕнчен юлман, пай илнĕ. Унта ачисене ĕçе хăнăхтарнă. Сăмах май çакна та палăртмалла. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Çак сăмахсем Евграфовсенех пырса тивеççĕ. Тăватă ача çитентерчĕ мăшăр. Кашнийĕ çемьеллĕ халĕ. Тĕп йăваран пурте çунат сарса вĕçнĕ. Асли _ Олег. Çемйипе Шупашкарта пурăнать. Наукăсен кандидачĕ, кооператив институтĕнче ĕçлет. Тивĕçлĕ ăру çитĕнтерет. Унăн икĕ ачи те аслашшĕ-асламăшне савăнтараççĕ. Валерийпа Святослав президент стипендиачĕсем. Кĕçĕнни спортпа туслă. Тулăри ăмăртуран чупса малти вырăна тивĕçсе ылтăн медальпе таврăннă.

Надя яла качча тухнă. Садик заведующийĕнче 11 çул ытла ĕçлет. Ачисем унăн та çитĕннĕ. Коля çул-йĕр институчĕн виççĕмĕш курсĕнчен вĕренсе тухрĕ. Владимир юрист пулма ĕмĕтленет. Евграфовсен виççĕмĕш ачи _ Сергей. Вăл Сенгилейра прокурор пулса ĕçлет. Ăрăва тăсакансенчен чи кĕçĕнни _ Александр. Вăл ГИБДД постĕнче вăй хурать. 8 мăнук Евграфовсен.

Пурăнан пурнăçпа кăмăллă Вера Ильиничнăпа Валентин Константинович. Ачисем тăрăшуллă пулнăран тивĕçлĕ пĕлỹ илсе килĕшỹллĕ ĕç тупнипе савăнаççĕ. Ỹр-кев ỹкерет, ĕç хавхалантарать тени тĕрĕсех çав. Ỹркенменрен кашнийĕн çурт-йĕрĕ те пур. Çын хушшинче вĕсем. Çакна нимрен мала хурать В.Евграфов. Çавăнпа хăй те куллен ĕçе тухса утать. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика