Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хумханать тырă пусси

28 июля 2007 г.

Кăçалхи çуркунне ытти çулхисенчен уйрăмрах килчĕ. Çанталăк сасартăк ăшăтса янăран çĕр хăвăрт типрĕ. Çавна май çур акине те иртерех тухрĕç. Çумăрсем çунăран вăл уйăхĕпех тăсăлчĕ-ха. Пурпĕрех тырри-пулли иртерех ĕлкĕрчĕ. Уй-хир хăвăрт саралчĕ. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче “Красное знамя” хуçалăхри уй-хир “карапĕсем” те ыраш тата кĕрхи тулă пуссине тухрĕç. Тырри-пулли чăннипех те хÿхĕм çитĕннĕ: пучахсем тулли, тунисем парка, ана çум курăксăр.

Хуçалăх уйĕнче кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 1200 гектар йышăнаççĕ. 500 гектарĕ – кĕрхи, ытти çурхи. Вырмана малтанах лайăх хатĕрленнĕрен комбайнерсене тыр-пула пуçтарса кĕртесси хăратмасть. Çак ĕçе пурнăçлама икĕ “Дон” тата тăватă “Нива” СК–5 комбайн хутшăнать. Уя чи малтан Николай Черновпа Сергей Пайдютов агрегачĕсем тухрĕç. Вĕсем кĕрхи тулăпа ыраша тÿрремĕнех вырса çапаççĕ. Николай Черновпа унăн пулăшаканне – Николай Анюрова эпир шăпах ыраш пуссинче тĕл пултăмăр. Çаврăм хыççăн çаврăм тăвать вĕсен уй-хир “карапĕ”. Каçалăк катăлсах пырать. Бункертан ылтăн тырă татти-сипписĕр юхать. Комбайнерпа пулăшуçи çакăнпа кăмăллă: тухăç пĕчĕк пулмасть.

Николай Черновшăн çĕр ĕçĕ ют мар. Вунпиллĕкмĕш вырмана хутшăнать вăл. Хăйĕн пурнăçне шкул сакки çинченех тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Малтанхи çул комбайнер пулăшуçи пулнă, тепĕр çул çамрăка “Нива” СК–5 комбайн шанса панă. Николай Анюров – КамАЗ водителĕ. Кăçалхи вырмара комбайнпа ĕçлеме кăмăл тунă.

Николай Пайдютов комбайнер качака курăкĕ вырать. Хуçалăхра ку культура 18 гектар йышăнать. Николай Егоровичăн çак уйсенче ури пусман вырăн та юлман пулĕ. Хĕрĕх çул штурвал умĕнче вăл. Ывăлĕ Сергей те ашшĕн çулнех суйласа илнĕ. Маттур комбайнерсенчен пĕри.

Василий Тинюковпа Александр Бакашин водительсем комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттараççĕ, рейс хыççăн рейс тăваççĕ.

Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те пĕрремĕш вырăнта. Владимир Кузнецовпа Иван Исаков механизаторсем нумай çул ÿсекен курăка иккĕмĕш хут çулаççĕ. Сергей Петрухин тавăрса пырать. Станислав Давыдов преслать. Хăватлă техникăпа ĕçлени выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хăвăрт вĕçлеме пулăшать.

Ялта пушă, ĕçсĕр çын никам та çук. Ватти-вĕтти хирте севок, пуçлă сухан кăларать. Пай çинче, вырмара ĕçлекенсене хавхалантарма уйрăм тÿлев палăртнă. Хуçалăх ертÿçи Петр Никифоровпа Валерий Красников тĕп агроном ырашпа кĕрхи тулă акмалли хура пусă лаптăкĕпе те паллаштарчĕç. Анасене агротехника йĕркисене пăхăнса ĕçлесе хатĕрлени куç умĕнче. Кашни çулхи опыт кĕрхи культурăсенчен ытларах тухăç илме пулнине, тăкакĕсем сахалланине çирĕплетет. Николай Глухов К–150 тракторпа 140 гектар çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

“Иккĕмĕш çăкăр” 140 гектар йышăнать. “невский”, “удача”, розарий”, “роко”, “чародей”, “жуковский ранний” сортсем пысăк тухăç парасса шантараççĕ. Çак кунсенче кунта çĕр улми кăларса сутма пикенеççĕ.

“Пĕр пĕрчĕрен – вунă пĕрчĕ, çĕр пучахран – пин пучах” текен ваттисен каларăшне асра тытса пурăнаççĕ Сăкăтсем. Тухăçа 30 центнера çитермелле, унтан кăштах ирттермелле – çапла вĕсен тĕллевĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика