Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тар тăкмасăр мул пухаймăн

23 декабря 2006 г.

“АПК аталанăвĕ” наци проектне йышăннăранпа ытлашши нумаях та вăхăт иртмен-ха. Районта вăл пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыни куç умĕнче. Ял хуçалăх отраслĕ çĕнĕрен вăй илсе аталанма тытăнчĕ. Çăмăллатнă кредит выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме, техника туянма, фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетме май парать.

Çăмăллатнă кредит пама тытăнни хушма хуçалăхсемшĕн те усăллă пулчĕ. Наци проекчĕпе кредит илекенсем уйрăмах Сăкăтра йышлă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузнецов çакăнпа кăмăллă.

–Ку проекта ял çынни тахçанах кĕтнĕ, – тет Виталий Аврамович. –Вăл аван ĕçленине пула ялта мĕн чухлĕ çын хушма хуçалăха аталантарассипе вăй хума пуçларĕ. Чи пуçарулли вара – В.Чиркин çемйи. Владимир Константинович кĕске хушăрах мини ферма туса лартрĕ, 288 пуç сысна çури туянчĕ. Пысăк пайне сутнă ĕнтĕ, самăртма хупнисем те йышлă.

Владимир Константинович маларах Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Унта та пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă. Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем те илме тивĕç пулнă.

Мăшăрĕ – Надежда Александровна ялти вăтам шкулта ĕçлет, кĕçĕн классене вĕрентет. Ывăлĕпе хĕрĕ – Женьăпа Дина – çитĕннĕ ĕнтĕ, килĕштерекен професси суйласа илнĕ.

Чиркинсем 1993 çултах çĕрпе ĕçлеме пикеннĕ. Малтанах 1, 5 гектар çинче тĕрлĕ культура çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Пасар тапхăрĕ пуçланни суту-илÿпе аппаланма хистенĕ. Владимир Константиновичпа ывăлĕ сысна какайĕпе Шупашкара çÿреме пуçланă. Çĕре те 5, 5 гектара çитернĕ. Кăçал унта çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, выльăх кăшманĕ, кишĕр, утă акса-лартса туса илнĕ.

Çĕр çинче алă вĕççĕн ĕçлеме çук. Çакна шута илсе Чиркинсем хуçалăхра усă курма МТЗ-50 трактор, ГАЗель, ГАЗ-53 автомашинăсем, “жигули” туяннă.

Паллах, тар тăкмасăр мул пухма çук. Вăрлăхпа удобрени, техника валли запас пай, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма та укçа-тенкĕ нумай каять. Техникине те çĕнетсех тăмалла.

Наци проекчĕ ĕçлеме пуçлани пуласлăх пуррине шантарать-ха. Унпа килĕшÿллĕн сыснасем ĕрчетме май пур. Çапах йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ. Аш-какайне туса илнипе çеç мар вĕт, продукцие вырнаçтармалла. Районта хальлĕхе тонни-тоннипе аш-какай йышăнакан кооператив çук, райпон кăлпасси цехĕ те хапăл тумасть. Шупашкара кайса çÿреме те çăмăлах мар.

Çапла вăл ял пурнăçĕ. Тарăхмасăр, чупмасăр нимĕн те пулмасть. Тупăшĕ кĕсьене кĕриччен чылай нушаланмалла. Çапах Чиркинсем пуçĕсене усмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илсе хушма хуçалăха аталантарсах пыраççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика