13 декабря 2006 г.
Туй шăв-шавĕ, йỹçĕ! йỹçĕ! кăшкăрни, телей, юрату, вăрăм кун-çул сунни нихăçан та никам асĕнчен те тухмасть пуль. Мĕншĕн тесен туй кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕрре пулать. Шăп та лăп аллă çул пĕрле пурăнаççĕ Сăкăт ялĕнчи Петр Вениаминовичпа Зинаида Петровна Гусаровсем. Пĕрлехи пурнăç çăмăл пулнă е йывăр - ăна мăшăр çеç пĕлет.
Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ пулин те туй кунĕ вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Пĕр ялтах ỹссе çитĕннĕ хĕрпе каччăна евчĕ кирлĕ пулман. Туслă çỹресе, сăмах татса çемье çавăрнă вĕсем. Килтен киле çỹресе туй-çĕнĕхта туса пĕрлешнĕ. Туй пĕркенчĕкĕпе кĕпине халĕ те арчинче упрать Зинаида Петровна.
Тăван ялтах ĕмĕр ĕмĕрленĕ Гусаровсем. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Сакăр ача çуратса ỹстернĕ. Пурте çемьеллĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Шура, Ванюш, Толя - Красноярск крайĕнче тĕпленнĕ, Луиза Мускавра пурăнать, шкулта ĕçлет. Сергейпе Борис - Калининград облаçĕнчи Пионер хулинче. Сергей çар çынни. Борис машинист. Оля Ульяновск облаçĕнче йăва çавăрнă. Вячеслав - Мускавра, полковник.
Халĕ килте Петр Вениаминовичпа Зинаида Петровна иккĕшех кун кунлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе йăпанаççĕ. Çулла вăхăта ытларах пахчара ирттереççĕ, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хĕллене валли банки-банкипе помидор, хăяр, тĕрлĕ салат хатĕрлеççĕ.
Аллă çул пĕрле пурăнакан мăшăр миçе çула çитнипе те кăсăклантăмăр. Акă, мĕнлерех хуравларĕ ку ыйту çине çемье пуçĕ:
-Хам эпĕ 70 çулта, мăшăрăм 76-ра. Пурăнатпăр çапла, иккĕнех. Ачасем ỹссе çитсен "çунат сарса" вĕçсе кайрĕç тăван килтен. Пысăк çемьепе пурăнма хăнăхнăран-ши, хăш чух кичем пулса каять. Çуллахи вăхăтра ачасем, мăнуксем канма килсе каяççĕ. Ун чухне кил-çурт савăнăçлă шавпа тулать. Кăçал Мускавра пурăнакан хĕр килсе пурăнчĕ, урай-алкумне сăрларĕ, холодильник илсе парса хăварчĕ. Ачасем кайсан пỹрт каллех пушанса юлать.
Çапла Зинаида Петровнăпа Петр Вениаминович килĕшỹпе, пĕр-пĕрне ăнланса 50 çул пурăннă. Паллах, çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть, анчах вĕсем ăна нумай вăхăта тăсмаççĕ, пĕр-пĕрне каçарма, час мирлешме пĕлеççĕ. Тăванĕсемпе, кỹршĕ-аршăпа та нихăçан та урлă-пирлĕ калаçман Гусаровсем.
Çак кунсенче Гусаровсен паллă кун - ылтăн туй. Çак ятпа вĕсем хăна-вĕрле пуçтарĕç. Ашшĕ-амăшне çак уявпа саламлама çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ачисем хаклă парнесемпе килсе çитĕç. Гусаровсен килĕнче ылтăн туй кĕрлĕ, ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Апла пулсан, эпир те тепĕр аллă çул мăшăрпа пурăнма сунатпăр сире. Юратупа килĕшỹ çеç пулччăр сирĕнпе пĕрле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)