Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И. Н. Ульянов - Сăкăт шкулĕнче

13 декабря 2006 г.

 

Илья Николаевич Ульянов (1831-1886) хăйĕн кĕске пурнăçĕнче халăха хутла вĕрентес енĕпе пысăк ĕçсем туни пурне те паллă. Уйрăмăнах унăн тỹпи Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 1869 çултан пуçласа халăх шкулĕсен инспекторĕ, 1875 çултан мĕн виличченех шкулсен директорĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта пысăк. Мĕн чухлĕ çĕнĕ шкул уçман-ши вăл, вĕсенче пулса кирлĕ сĕнỹсем парса çỹлерех шая çĕклеме пулăшман-ши.

Район территорийĕнчи малтанхи пĕлỹ çурчĕсене Тăрăнта, Туçара, Турханта тата Сăкăтра 1839-1840 çулсенче Удел кантурĕ удел училищисем тесе уçнă. Кунта килсе курса тĕрĕсленисенчен Илья Николаевич Туçара тата Тăрăнта 1872 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче тата 1876 çулта пулни паллă, ун çинчен вăл хăйĕн отчечĕсенче те тĕплĕн çырса хăварнă. Анчах Турханпа Сăкăт шкулĕсенче пулни çинчен çырнине халиччен ниçта та тĕл пулма мая килмерĕ.

1975 çулхи авăн уйăхĕнче пирĕн шкула Шупашкартан çакăн пек хут килчĕ:

"Директору Сугутской средней школы тов. Ильину И.Н.

Согласно Постановлению Совета Министров Чувашской АССР № 128 от 25 февраля 1974 г. "Об утверждении списков памятников истории и культуры Чувашской АССР, подлежащих охране", здание Вашей школы подлежит охране государства как школа, которую посетил в 1873 году И.Н. Ульянов.

В соответствии с Постановлением Совета Министров СССР № 3898 от 14 октября 1948 г. Вы должны заключить с Министерством культуры Чувашской АССР охранный договор.

Просим установить на здании охранную доску с текстом:

"ПАМЯТНИК ИСТОРИИ

Здание школы, которую посетил в 1873 году И.Н.Ульянов.

 Памятник подлежит охране как всенародное достояние.

 Руководитель производственной группы по охране памятников истории и культуры ЧАССР - К.Гернер."

Кунсăр пуçне Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕн (халĕ _ ЧГИГН - Чăвашсен гуманитари наукисен патшалăх институчĕ) 91-мĕш кăларăм ĕçĕсенче (1979 ç.) çакăн пек çырни те пур:

"Батыревский район. 104. с.Сугуты. Здание школы, которую в 1873 году посетил И.Н.Ульянов". Тексчĕ пысăк. Çавăнпа та илсе кăтартмастăп. Анчах та 1873 çулшăн тунă отчетра та, çак кăтартнă çăл куçсенче те И.Н.Ульянов пирĕн шкулта пулнине татăклăн кăтартман.

Çав вăхăтрах çỹлерех кăтартнă хушусемлĕ хутсем кашни çулах киле пуçларĕç.

Шкул çуртне кун пек çырусем килме тытăничченех аванах юсанăччĕ-ха ĕнтĕ: никĕсне, обшивкине тỹрлетнĕччĕ, тăррине витнĕ кивĕ тимĕрне сỹсе çĕннипе витнĕччĕ.

Çак хутсене илсен, чăнах та, мрамор хăма çине кăтартнă текста çырса çапса хутăмăр. Ăна Юрий Петрович Хмелев ăста хатĕрлесе пачĕ.

Кунта çакна та каласа хăварас пулать. Ваттисен аса илĕвĕсенче И.Н.Ульянов та, И.Я.Яковлев та пирĕн ялта пулни çинчен илтнĕ-ха. Иван Матвеевич Прохоров хăй виличченех ашшĕ И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев Сăкăта килсе кайни çинчен каласа панине аса илетчĕ. Анчах та шкул çурчĕ çине çакăн пек мрамор хăма çапни ялти хăш-пĕр çынсен кăмăлне кайман иккен.

1880 çулхи утă уйăхĕнче халăх училищисен директорĕпе инспекторĕсен съездне ирттереççĕ. Çак съездра "О порядке представления отчетов по осмотру училищ" ыйтăва пăхса тухаççĕ. Халиччен отчетсенче кашни шкула пăхса тухни çинчен уйрăм 2 экземпляр çырмалла пулнă: пĕри - вĕренỹ округне, тепри - училищĕсен дирекцине. Ку вăл питĕ чăкăлтăш та нумай вăхăта илекен ĕç пулнă, ун чухне пурне те алăпа çырнă. Çак съездра вара отчетсене çăмăллатма йышăнаççĕ: отчетра миçе шкулта пулнине çеç кăтартмалла, ăна пĕр экземпляр çеç çырмалла та малтан вĕренỹ округне ярса памалла, паллашнă хыççăн отчет каялла училищĕсен дирекцине таврăнмалла.

Çапла вара 1880 çултан училищĕсен директорĕпе инспекторĕсем миçе шкулта пулнине çеç кăтартма тытăнаççĕ. Çавăнпа та И.Н. Ульянов пирĕн ялта пулнине тỹрремĕн шкул ятне кăтартнипе мар, отчетсенче е ытти органсемпе çыхăну тытнă хутсенчен çеç пĕлме пулать.

Çакăн пек отчетсемпе хутсенчен И.Н.Ульянов пирĕн шкулта 1884 тата 1885 çулсенче пулнине тупма май килчĕ.

Акă Ульяновскри Кĕнеке керменĕнче упранакан "И.Н.Ульянов. Отчет о состоянии народных училищ Симбирской губернии за 1884 год. Симбирск, 1885":

"Стр.14 "Говоря о школьных помещениях нельзя умолчать и о том, что некоторые училища неисправно отапливаются. Так, при осмотре мною Сугутского училища Буинского уезда, оказалось, что отопление его производится натурою: с 10-ти крестьянских дворов положено привозить по возу дров на отопление школы, что исполняется обществом настолько неаккуратно, что училище иногда совсем не отапливается 3-4 дня и приходится прекращать классные занятия.

Стр. 46. Директор народных училищ И.Ульянов".

Ку - пичетленнĕ отчетран. И.Н.Ульяновăн хăй аллипе çырнă çак отчечĕ Хусанти ТАССР патшалăх Тĕп архивĕнче (халĕ-Национальный архив Республики Татарстан) 92 фондăн 1 описьри, 16019 ĕçĕн 1-34 листисенче упранать.

Акă И.Н.Ульянов Сăкăт шкулĕнче 1885 çулта пулни çинчен. Чăнах та Илья Николаевич хăйĕн ку çулхи отчетĕнче ун çинчен каламан.

Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнчи: "Фонд 99, опись 1, дело 878. Директора народных училищ Симбирской губернии. Дело об осмотре училищ. (Рапорта об осмотре начальных народных училищ). Началось 5 марта 1885 г. Кончено 4.10. 1885 г., на 14 листах":

"Лист 1 (обор.) 5 марта 1885 г. № 188. В Буинский уездный училищный Совет. При осмотре мною 16 минувшего февраля Сугутского училища оказалось, что отопление училищного здания производится натурою неаккуратно, по неимению дров, так что училище по 3 дня сряду совершенно не отапливается и ученики не могут заниматься в школе. Вследствие чего имею честь просить училищный Совет сделать распоряжение о переложении натуральной повинности по отношению отопления Сугутского училища на денежную, с целью аккуратной доставки дров на отопление школы и в по-следующем не оставить меня уведомлением".

Çапла вара çак документсенчен И.Н.Ульянов Сăкăт шкулĕнче 1884 тата 1885 çулсенче пулни уççăнах курăнать.

Çак илсе кăтартнă 2 сыпăк Илья Николаевич, шкула тĕплĕн тĕрĕсленине кăтартмасть пулсан та, унăн нушисене пит тĕрĕс пĕлсе вĕсене пулăшма тăрăшнине çирĕплетет.

И.Н.Ульянов ĕçĕ-хĕлне тĕпчекен Майна поселокĕнче пурăнакан В.Воробьев таврапĕлỹçĕ çирĕплетнĕ тăрăх, И.Я.Яковлев та пирĕн шкулта 1876 çулта пулнă. И.В.Ишерский халăх училищисен директорĕн отчечĕсенче И.Я.Яковлев 1893, 1894 тата 1895 çулсенче Пăва, Чĕмпĕр тата Кăрмăш уесĕсенчи чăваш шкулĕсене тĕрĕслени паллă.

Иван Владимирович Ишерский (1845-1918) 1879 çултан пуçласа Пăвапа Улатăр уесĕсенчи халăх училищисен инспекторĕ пулса ĕçленĕ. 1886 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче И.Н.Ульянов кĕтмен çĕртен вилсе кайнă хыççăн, ăна халăх училищисен директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Ку ĕçре вăл 1909 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче хăй пенсие тухичченех ĕçлет.

Пĕтĕмлетсе вара çапла калама пулать: Илья Николаевич Ульянов Сăкăт шкулĕнче сахалтан та икĕ хутчен: 1884 тата 1885 çулсенче пулнă.

Апла пулсан асăну хăмине илсе пăрахасси çинчен мар, ăна тĕрĕслесе çĕнетсе çапасси пирки сăмах пымалла. Хамăн хайлава Илья Николаевич Ульянов халăха вĕрентес ĕçе мĕн таран парăннине кăтартакан, юлашки сывлăшĕ тухиччен çак ĕçе пурнăçлама тăрăшнине çирĕплетекен А.Карамышев пухса хатĕрленĕ "Известен всей России" (Саратов, Приволжское книжное издательство, Ульяновское отделение), 1974" кĕнекен пĕр пайне илсе кăтартмасăр вĕçлеме пултараймастăп.

"Стр. 224. "Отчет о состоянии народных училищ и частных учебных заведений Симбирской губернии за 1885 гражданский год". "Отчет о состоянии народных училищ и частных учебных заведений Симбирской губернии за 1885 гражданский год был закончен И.Н.Ульяновым в день его кончины 12 (24) января 1886 г. Подписан он управляющим Симбирской дирекцией народных училищ В.М. Стрижалковским и представлен попечителю Казанского учебного округа 18 января 1886 г. за № 39".

Эпир Илья Николаевич ятне турткалама мар, унăн ырă ятне упрама тивĕçлĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика