21 октября 2006 г.
Экономика реформисем ял çыннисене малалла утма "ура хураççĕ" пулсассăн та, "Красное знамя" хуçалăхри ферма ĕçченĕсем продукци илессине пĕлтĕрхи шайран ирттерме май тупрĕç. Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе те вĕсем районта малтисен шутĕнче. Ыттисенчен ỹсĕмлĕрех тăрăшма мĕн пулăшнă-ха? Хуçалăх ертỹçисем ĕçе тĕрĕс йĕркелеме, çынсене хавхалантарма пĕлни, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене вăхăтра шута илсе пыни, çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртни тата ытти те.
Акă, сысна ферминех илер. Паянхи куна кунта 1100 пуç сысна. Вăл шутра 120 ама, амăшĕ çумĕн-чисем - 500, уйăрнисем - 200, самăртма хупнисем 300 пуç. Ăратлă ферма шутланнăран яваплăхĕ те пысăк. Н.Мишина, В.Суркова, Т.Таютова сысна пăхакансем иртнĕ çул кашни тĕп амаран 21 çура, пĕр хут çăвăрлаттараканнисенчен 7 çура илнĕ. Р.Шапкина самăртакан сыснасем талăкра 478 грамм ỹт хушса пынă. Ку кăтарту виçĕм çулхинчен 30 процент лайăхрах. Çитĕнỹре амăшĕсенчен уйăрнă çурасене пăхакан Н.Кузьмина тỹпи те пысăк. Çурасен вилеслĕхĕ те 50 процент чакнă.
Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем те савăнтараççĕ. Ỹт хушаслăх палăрмаллах пысăкланнă. Самăртакан сыснасем талăкра 540 грамм хушăнса пынă. Хамăр республикăри хуçалăхсене тата ют облаçсемпе республикăсене 150 пуç ăратлă çамрăк ама сутнă. Çавна май хуçалăх кассине самаях тупăш кĕнĕ.
Ку хуçалăхра сыснасем çеç мар, ĕнесем те ăратлă. Мĕн пурĕ 600 пуçа яхăн ĕне-выльăх тытаççĕ. 150-шĕ сăвăнаканни. Паянхи куна кашни ĕне пуçне талăкра вăтамран 12 килограмм сĕт сăваççĕ. Çулталăкра кашни ĕнерен 4500 килограмм сĕт суса илме тĕллев лартнă. Фермăра 30 çын ĕçлет. Кашниех маттур, тăрăшуллă. Н.Нрти, М.Куракова, М.Глухова дояркăсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Вăкăр самăртнă çĕрте çемье династийĕ - Петрпа Зинаида Кураковсем вăй хураççĕ. Иртнĕ уйăхра вĕсем пăхакан вăкăрсем 1,5 килограмм ỹт хушнă.
Еленăпа Николай Кузьминсем пăрусем пăхаççĕ. Çамрăк выльăхсен ỹт хушаслăхĕ 750-800 грамм.
Паллах, йышлă выльăх тытма тĕрлĕ йышши апачĕ те ытлăн-çитлĕн кирлĕ-çке. Çакна правлени, агрономи служби йăлтах шута илнĕ. Уй-хиртен пухса кĕртекен тыр-пулăн пысăкрах пайĕ фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх рационне пуянлатма пулăшать. Пỹлме мĕн чухлĕ туллирех, туса илекен аш-какай, сĕт-çу, ытти продукт çавăн чухлĕ ытларах. Ỹт хушаслăха ỹстерме Голландире туса кăларакан "Провими" витаминлă хушма апат та нумай пулăшать. Сăмахран, çамрăк выльăхсене 6 уйăх ỹстерме 350 литр сĕт кирлĕ. "Провимипе" усă курсан 165 литр çеç каять.
Çапла çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе, малашлăха шанса пысăк ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ, кун кунлаççĕ "Красное знамя" хуçалăхри фермăсен ĕçченĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)