Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Сăмах патăн -тытмалла"

18 октября 2006 г.

 

Тĕрĕсех шутлать депутат, ялта сăсăл вĕçтерекенсене юратсах каймаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Юрий Федорович Чернов хăйне Сăкăт ял тăрăхĕн 7-мĕш округĕпе депутата суйласан çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ.

Унăн округне Октябрьски тата Николаев урамĕсем кĕреççĕ. Чи малтанах суйлавçăсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене мĕн пăшăрхантарнипе интересленнĕ. Кашнин сăмахне шута илме тăрăшнă. Чылайăшĕ урамсене тирпей-илем кỹресси пирки асăннă. Тепĕр куннех Юрий Федорович хуçалăх ертỹçипе канашласа, урамсене трактор ураписем пырса лартнă. Кил хуçисем çурт умĕнчи ăпăр-тапăра шăлса пуçтарса унта тиенĕ. Кайран ушкăнпа çỹп-çап тăкмалли вырăна кайса пушатнă.

Каçсерен урамсенче тĕттĕм пулни, электричество юписем çинчи лампочкăсем çунманни те пăшăрхантарнă суйлавçăсене. Каланă - тунă. Юрий Федорович хуçалăхри электрика çийĕнчех пĕрле илсе кайсах юсаттарнă. Хăйсен ыйтăвне çийĕнчех татса панăшăн асăннă округра пурăнакансем тем пекех савăннă.

 Кĕрхи ĕçсем вĕçленсенех урамсенчи çул-йĕре вак чул сарса тирпейлесшĕн. Ун пирки депутат хуçалăх ертỹçипе Петр Николаевич Никифоровпа сăмах татнă. Вак чулĕ те, техники те хуçалăхăн-çке. Ертỹçĕ хирĕçлемен.

Юрий Федорович "Красное знамя" хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ. Çавна май ун патне выльăх-чĕрлĕхе вăл е ку сăлтава пула тăрук пусма тивсен те какайне вырнаçтарса пама пулăшу ыйтма пыраççĕ. Хирĕçлемест, ара, суйлавçисем хăйĕн-çке.

Хальхи вăхăтра кашни уйрăм хуçалăхрах выльăх-чĕрлĕх йышлă. Уйрăмах ялта сысна нумай: çăвăрлаттараççĕ, çурисене сутаççĕ, самăртаççĕ. Хуçалăх ку енĕпе тупăшлă ĕçленĕрен халăх каллех Юрий Федоровичран канаш ыйтать. Уйрăмах Голландире туса хатĕрлекен "Провими" витаминлă хушма апат интереслентерет вĕсене. Ара, унпа усă курсан сахал апатпах ытларах ỹт хуштарма пулать-çке. Çурасен вилеслĕхĕ те нумай чакать. Тăрăшсах ăнлантарать вĕсене Юрий Федорович, тĕслĕхсемпех çирĕплетсе парать.

Çапла пулмасăр. Провимипе усă курма пуçланăранпа "Красное знамя" хуçалăх икĕ çул хушшинче самаях тупăш курнă та. Хуçалăхра 1100 пуç сысна. Вăл шутра 120 ама. Амăшĕнчен уйăрнă çурасем 200 пуç, самăртма хупнисем - 300. Амăшĕ çумĕнчисем - 500. Иртнĕ çул кашни амаран- 21, пĕр хут çăвăрлаттараканнисенчен 7 çура илнĕ. Самăртма хупнисем талăкра 478 грамм ỹт хушнă. Ку кăтарту виçĕм çулхинчен 30 процент лайăхрах. Çурасене сыхласа хăварасси те 50 процента яхăн ỹснĕ.

Кăтартусем кăçал тата аванрах. Тăхăр уйăхра сыснасем талăкра 540 грамм хушăнса пынă.

Хуçалăх ăратлă сысна, ĕне-выльăх ĕрчетессипе ĕçлет. Кăçал çеç хамăр республикăри хуçалăхсене тата ют облаçсемпе республикăсене 150 пуç ăратлă çамрăк амасем сутнă. Хуçалăх кассине самаях укçа-тенкĕ кĕнĕ.

Кунта ял тăрăхĕн депутачĕн Ю.Черновăн тỹпи те пысăк. Тунă ĕçсемпе çеç лăпланса лармасть вăл, яланах çĕннишĕн çунать. Паян ăна ял малашлăхĕ те пăшăрхантарать. Унта ватăсем ытларах. Ачасен шучĕ чакать. Çамрăксем пулмасан малалла каяймасть. Яш-кĕрĕме, хĕр-упраçа ялта хăварма пĕрре те çăмăл мар. Çамрăксем çĕнĕлле пурăнасшăн. Апла пулсан ялти условисем те хуларинчен кая пулмалла мар. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма паракан субсиди пурне те тивĕçмест. Пурăнмалли кĕтес тупма, çурт лартма, кăмăллакан ĕç вырăнĕ тупма питĕ йывăр.

-Йывăрлăхран тухмалли майсем тупмаллах. Ĕçлеме ỹркенмесен, шанчăка çухатмасан пурăнма пулать. Тĕллевĕм суйлавçăсен шанăçне тỹрре кăларасси, _-тет халăх тарçи Юрий Федорович Чернов.

Источник: "АвиаПорт.Ру"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика