11 октября 2006 г.
Ял малашлăхĕ, пурнăçĕ ытларах чухне вырăнти влаçран, ертỹçĕсенчен килет. Лару-тăрăва вĕсем витĕр курса, пĕлсе тăраççĕ. Ахальтен-им кăçалтан ял тăрăхĕсен полномочийĕсем те, вĕсене кура ĕçĕ те самях хутшăнчĕ. Мĕнле ĕçлесе пыраççĕ-ха вĕсем паян? Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Кузнецовпа.
- Виталий Аврамович, ял тăрăхĕн лавĕ йывăрланнине туятăр-и?
- Паллах ĕçĕ те, яваплăхĕ те ỹсрĕ: ял халăхне пулăшасси, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси, тирпей-илем кỹресси тата ытти те. Çитменнине вырăнти культура учрежденийĕсене те пирĕн çинех тиерĕç. "Яла аталантарасси" программа, наци проекчĕ... Пĕр сăмахпа каласан, алă усса ларма çук. Пирĕн ял тăрăхĕнче 661 хуçалăх. 2055 çын пурăнать. 990 арçын, 1065 хĕр арăм. Ĕçлеме пултараканнисем - 1310 çын.
-"Яла 2010 çулччен социаллă аталантарасси" программа пурнăçа кĕни сисĕнет-и?
- Унпа ĕçлеме тытăнтăмăр ĕнтĕ. Урамсенчи çулсене юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. 20.5 километр вак чул сартăмăр. Патăрьел-Сăкăт асфальтлă çул тăвасси вĕçленсе пырать. Тата 3 километра яхăн çеç юлнă. Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. 3 километр пăрăх хунă ĕнтĕ. Газ кĕртес ĕç вĕçленнĕ. 315 киле телефон кĕртнĕ.
- Виталий Аврамович, çамрăксен, ял халăхĕн пурнăçне туллирех те пуянрах тăвас, пушă вăхăтне интереслĕ йĕркелес тесен мĕн тумалла?
- Çапла, çын ĕçпе çеç пурăнмасть, унăн савăнас, ыттисемпе хутшăнас килет. Ку енĕпе эпир мухтанма та пултаратпăр. Икĕ çул каялла тĕслĕх библиотека, иртнĕ çул врач офисĕ уçрăмăр. Ялта вăтам шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, чиркỹ пур. Культура çуртĕнче Патăрьелĕнчи музыка шкулĕн филиалĕ, ташă кружокĕ, спорт секцийĕсем, халăх пукане театрĕ, çемçе теттесен кружокĕ ĕçлеççĕ. Эрнере тăватă каç дискотека пулать. Суту-илỹ точкисем улттă, иккĕшĕ - райпон. Кĕçнерникун - пасар. Ял уявĕ, спорт мероприятийĕсем, кану каçĕсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ытти уявсене те тивĕçлипе йĕркелесе ирттерме, çынсене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр.
- Çамрăк çемьесем, специалистсем ялта тымар яма тăрăшни сисĕнет-и?
- Юлашки çулсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленни савăнтарать. Ытларах çамрăк çемьесем уйрăм çурт-йĕр çавăраççĕ. Эпир вĕсене май килнĕ таран пулăшатпăр. Паянхи куна 70 ытла çын кредит илнĕ. Юхма Мишши урамĕнче 60 çемье çĕнĕ çурт лартрĕ, пурте çамрăксем. 35-шне пурăнма куçнă ĕнтĕ. Вĕсенче канализаци те, ваннăй та пур, хуларинчен пĕрре те кая мар. Çак кунсенче çеç Г.Правитель çемйине çурт-йĕр çавăрма ятлă свидетельство пачĕç. "Çамрăк çемье" программăпа 8-ăн кредит илчĕç, 20-шĕ черетре. Кăçал çеç ялта 4 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 10 пепке çуралнă. Халлĕхе вилекенсен йышĕ çуралнисенчен ытларах-ха.
- Урама çĕнĕ çурт çеç мар, тасалăх, тирпейлĕх те илем кỹрет...
- Ку тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çапах кил-тĕрĕшри çỹп-çапа, таса мар шыва урама кăларса тăкакансем пур-ха. Хăш-пĕр çурт умĕнче строительство материалĕсем те купаланса выртаççĕ. Çирĕпрех ыйтма тытăннă, штраф панă хыççăн улшăнусем сисĕнкелеççĕ-ха. Йывăçсем, чечексем ытларах лартма, акма тытăнчĕç.
- Наци проекчĕпе çăмăллăхлă кредит илекенсем чылайăн-и?
- Хушма хуçалăха аталантарма кредит илес текенсем йышлă. Эпир вĕсене документсем тума пулăшатпăр. Чылайăшĕ укçине илсе выльăх-чĕрлĕх валли хуралтăсем турĕç, сысна, ĕне-выльăх туянчĕç. Акă, В.Чиркин çемйи сысна çăвăрлаттарассипе, самăртассипе ĕçлесшĕн. Вăл пĕчĕк ферма туса лартрĕ. 288 сысна çури илнĕ. 198 -шне сутнă, самăртма хăварнисем 100 пуç. Техники йышлă, 5,5 гектар çĕрĕ пур. Кредит илнĕ укçапа ăçта мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăратпăр.
- Хушма хуçалăх аталанса пынă май, туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси те çивĕч тăрать. Çак тĕллевпе кооператив йĕркелес шухăш çуралман-и?
- Шухăшĕ пур-ха. Халлĕхе ăçта, мĕнле йĕркелессине татсах парайман. Пирĕн ялта наянсем пурăнмаççĕ, пуçаруллисем тупăнасса шанатпăр.
-Виталий Аврамович, тавах калаçушăн. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме ăнăçу, ырлăх-сывлăх пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)