04 октября 2006 г.
"Пурнăç пĕрре çеç килет. Çын тенин ăна тивĕçлипе пурăнса ирттермелле. Унсăрăн усăсăр сая кайнă вăхăтшăн ỹкĕнсе асапланмалла пулĕ",-тенĕ вырăссен паллă çыравçи Н.Островский. Ашшĕ-амăшĕ те учитель пулнăран, çак сăмахсене Сăкăтри В. Алексеев ачаранах ăша хывнă. Çывхарса килекен кунсенче 60 çул тултарнăран унăн иртнĕ пурнăçне каялла çаврăнса тишкерме те кăмăллă.
Çиччĕмĕш класра черетлĕ истори урокĕ пырать. Учитель вĕренекенсем килти ĕçе мĕнле ха-тĕрленнине тĕрĕслет. Темăна аван ăнланнă иккен. Ачасем хушма ыйтусем çине те тулли хуравсем параççĕ. Çакă савăнтарчĕ педагога. Халĕ ĕнтĕ тепĕр тема çине те куçма юрать. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет çапла. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланса юлашки шăнкăрав янăранине сиссе те юлаймастăн. 40 çула яхăн класс алăкне уçса кĕрет Вячеслав Михайлович. Шăнкăравран шăнкăравччен ĕлкĕрес тесех темăна уçса панă чухне тĕрлĕрен хушма литературăпа та усă курать. Шухăшпа ачасене çул çỹреве илсе тухать. Вырăнти тĕслĕхсене илсе кăтартать. Çавăнпа интереслĕ иртеççĕ унăн урокĕсем.
Йăх-несĕл тымарĕсем Вячеслав Михайловичăн Кивĕ Ахпỹртре. Çакăнта унăн ашшĕ, амăшĕ çуралнă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Михаил Алексеевич Туçари шкулта истори, Мария Никитична математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Ачисем те çакăнти пĕлỹ çуртнех çỹренĕ. 1956 çулта вара çемье Çĕпĕре куçса кайнă. Унтан вăтам шкултан аттестат илсе тухнă хыççăн Вячеслав Михайлович института кайса кĕнĕ. Дипломлă специалист виçĕ çул вырăнтах ачасене историпе вĕрентнĕ. Тăван ен ашшĕ - амăшĕн, ачисен асĕнчен тухман. Çавăнпах Мария Никитичнăпа ывăлĕ 1969 çулта Сăкăтри Тинюковсем патне хăнана килнĕ. Çак вăхăтра педагогикăра паха ĕç опычĕ пуçтарнă Надежда Николаевна шкулта шăпах истори учителĕ çукки çинчен сăмах хускатнă. Вячеслав Михайловича хистесех Сăкăтра ĕçе пуçăнма сĕннĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăванне кирлĕ канашсемпе вăхăтра пулăшма шантарнă. Çапла тĕпленнĕ çак ялта В.Алексеев. Амăшĕ пĕчченех мăшăрĕ патне каялла таврăннă.
13 çул Çĕпĕрте пурăннă хыççăн Михаил Алексеевич Аслă Чемене шкул директорĕ пулса килнĕ. Мăшăрĕ ун чухне тивĕçлĕ канура пулнă. Иккĕшĕ те вăрçă вут-çулăмне ас тивнĕскерсем хăйсен ĕçне кирек ăçта та тивĕçлипе пурнăçланă. Çакна ачисенчен те çирĕп ыйтнă. Вячеслав Михайловичра çавăнпа пуçланă ĕçе вĕçне çитересси, дисциплина çирĕплĕхĕ, йĕркелĕх сыхланса юлнă.
- Манăн пуянлăхăм - иртсе кайнă çулсем. Вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ачасем, - тет сăпайлăн В.Алексеев. Вĕрентỹ ĕçĕпе пĕрлех нумай çул профсоюз организацийĕн председателĕ, парторганизаци секретарĕ пулнине шута та хумасть. Çутĕç отличникĕ обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Хорта миçе çул юрланине шутламашкăн пỹрнесем те çитмеççĕ.
Мăшăрĕпе, Зоя Алексеевнăпа, икĕ ача çуратса ỹстерчĕç. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ евĕр, çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен пулчĕ. Тамара Патăрьелĕнчи пĕремĕш вăтам шкулта информатика учителĕ пулса ĕçлет, çемьеллĕ. Алексей ывăлĕ спорт шкулĕн тренерĕ. Авланнă.
Сисĕнмесĕрех шуса иртрĕç çулсем. В.Алексеев вĕрентнĕ ачасенчен педагог ĕçне суйласа илнисем те пур. Акă, Н.Ильин, В.Горбунов тăван шкултах ĕçлеççĕ. Ытти шкулсенче журнал тытса урока кĕрекенсем те пур. Ачасене ырра вĕрентессишĕн сахал мар тăрăшрĕ Вячеслав Михайлович. Çавăнпа çитĕнекен ăру та ăна ырăпах тавăрма тăрăшать. Уяв кунĕсенче саламлама манмаççĕ. Халĕ те, акă, çуралнă кунĕ ячĕпе салам çине салам яраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)