30 сентября 2006 г.
Кирек-хăш ялта халăх хисеплекен, юратакан çынсем пур. Сăкăтри Кртинсем пирки те кашни тĕл пулакан ырăпа асăнчĕ. Сăлтавĕ те пур. Петр Николаевич вăхăтĕнче паянхи телейлĕ пурнăçшăн алла хăç-пăшал тытса Тăван çĕр-шыв вăрçине те хутшăннă. Кайран юхăннă хуçалăха тĕреклетес ĕçре вăй хунă. Мăшăрĕ Анна Александровна та вута-шыва кĕме хатĕр хĕр арăм пулнă. Сывлăхĕсем кăштах йăшнă пулин те, паян та çак мăшăр тĕреклĕ курăнать-ха. Эпир пынă кун Петр Николаевич пахчара юлашки кишĕр йăранĕсем çинчи кĕр пуянлăхне пуçтаратчĕ. Çимĕçĕ ăнса пулчĕ кăçал. Хыçри тата кỹршĕ хуçалăхăн çĕрĕ çинче мĕн тĕрлĕ культура кăна çитĕнтермерĕ çемье. Кишĕре çеç 20 йăран акнăччĕ. Çĕрпе ĕçлени шăпах пурнăçа сыпăнтарса пыма, тĕреклĕ кил-çурт çавăрма, ачисене çитĕнтерсе çемьелентерме пулăшрĕ те ĕнтĕ Кртинсене. Ĕçе вара çамрăкранах хăнăхнă вĕсем.
Шăпа тени пурин те пĕрешкел пулмасть. 1925 çулта çуралнă П.Кртин çичĕ класс вĕреннĕ. Çул çитсен çар ретне тăнă. Çав вăхăтра тăван çĕр-шывра вăрçă вут-çулăмĕ алхаснă. 1942 çулта Петр Николаевичăн ашшĕ çемьепе сыв пуллашса хỹтĕлевçĕсен ретне тăнă. Çемьере амăшĕпе виçĕ ача юлнă. Тепĕр çултан Петĕрĕн хаяр çапăçусене хутшăнма тивнĕ. Иртнине аса илме вара халĕ пĕртте çăмăл мар. Мĕн чухлĕ çывăх çын, тус-юлташ выртса юлчĕ вăрçă хирне. Пысăках мар хулана нимĕçсем çавăрса илнĕччĕ. П.Кртин хăйĕн юлташĕсемпе вĕсен çарне хăваласа кăлармалли çул çине техникăна сирпĕтмелли хатĕрсем вырнаçтарса тухнă хыççăн канма шут тытнăччĕ. Кăшт вăхăт иртсен ирхи шăплăха çĕршер орудипе миномет сасси сирчĕ. Каялла никамăн та чакас килмест. Сехете яхăн пычĕ вут-çулăм çумăрĕ. Тăшман парăнчĕ. Анчах икĕ енлĕ çухату та сахал мар пулчĕ. Мĕн тăвăн, çĕнтерỹччен малаллах ыткăнмалла.
Вăрçă çемьешĕн çухатусăр пулмарĕ. 4 пĕр тăван ашшĕсĕр тăрса юлчĕ. Петр Николаевич Кртин ефрейтор Японие ирĕке кăлармасăр та тăван яла таврăнаймарĕ.Çар службинче пулнă чухне вăл водителе вĕреннĕччĕ. Çакă ăна мирлĕ пурнăçра та кирлĕ пулчĕ. Сакăр çула яхăн çар тумне хывман каччă тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕнчĕ. Полуторкăран пуçласа тĕрлĕ маркă-ллă автомашинăсемпе ĕçлеме тỹр килчĕ ăна.
- Паянхи пурнăçа иртнипе танлаштарма çук. Çатма пек тикĕс çулпа Канаша, Шупашкара е ытти хулана çитсе килесси йывăрлăх кỹместех. Çурт лартма е пỹрте хутса ăшăтма чĕркуççи тарăнăш юр çинче вăрман касса кăлармалла мар тата ытти те. Больницăна чирлĕ çынна илсе тухмалла чухне çур çĕр çитнине те пăхса тăман. Ачаранах ĕçпе пиçĕх-се ỹсни çăмăллăх кỹчех-тĕр, - калаçăва малалла тăсать вăр-çă ветеранĕ.
Паян пурăнакан капмар çурта, йĕри-таврари хуралтăсене тăрăшуллă ĕçпе çавăрнă. Анна Александровна та нăйкăшса тăман.
- Манăн та атте вăрçăра вилнĕ. Эпĕ ун чухне пиллĕкре пулнă. Аннерен вара виççĕре юлнă. Асаттепе асанне пăхса ỹстерчĕç. Хăр тăлăха Петя тиркемерĕ. Çак касранах эпĕ. Кил урлă çеç. Çемье чăмăртаса 7 ача ỹстертĕмĕр, - хăй çинчен сăмах хускатсан хуравлать мăшăрĕ.
Пиллĕкĕшĕ пилĕк енче ывăл-хĕрĕ. Тĕпре Коля пурăнать. Ăрăва малалла тăсакан икĕ ачи ỹсет. Стасик, Галя, Наташа çемйисемпе Шупашкарта. Лена Кивĕ Ахпỹрте качча тухнă. Канашра пурăнаççĕ. Нина, Вера тĕпри Полина кинĕпе ялти садикре ĕçлеççĕ.
19 мăнук Кртинсен. Нинăпа Гальăн хĕрĕсен ачисем те çемьеллĕ. Аслин хĕр ачи йĕкĕр ача, теприн ăрăва малалла тăсакан çуратнă. Йăх турачĕ сарăлсах пырать. Ачин ачисем те ĕçлĕхлĕ Кртинсен. Çакна вĕсене аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ хăнăхтарнă. Петр Николаевич хăй те 64 çула çитичченех автомашинăпа ĕçленĕ. Анна Александровна тивĕçлĕ канăва тухсан та кооперативра пай илнĕ.
- Çемьери килĕшỹ, ялти уçă сывлăш, экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç, сĕт-çу, аш-какай туса илни те сывлăха упрама пулăшатех. Хĕл валли мĕн кирлине хамăрах хатĕрлетпĕр. Пурăнасчĕ-ха малашне те ачасене савăнтарса,- теççĕ ветерансем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)