Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр 79 çултан тупăннă

25 октября 2022 г.

Ĕçре телефон вăрăммăн шăнкăртатрĕ.

 - Ырă кун. Сире Тверь облаçĕнченех чăрмантаратпăр. Эпĕ Сăкăтра çуралса ỹснĕ, мана Галина Ивановна Тинюкова, хĕр чухнехи хушаматăм Лаврентьева, тесе чĕнеççĕ. Эпир 79 çултан кукаçие, Сăкăтра 1912 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă Федор Петрович Иванов - Славницкие - шыраса тупрăмăр. Вăл 1942 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче фашистсене хирĕç çапăçса вилнĕ. Яла вара хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çыру çитнĕ. Нумай пулмасть ăна пытарнă яла çитсе килтĕмĕр, чăваш йăли-йĕркипе асăнтăмăр, - терĕ кăмăллăн 40 çула яхăн ют тăрăхра пурăнсан та тап-таса чăвашла калаçакан хĕрарăм. Унтан вара кукашшĕн шăпипе паллаштарчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 77 çул çитнине кăçал анлăн паллă турăмăр, апла пулин те çав синкерлĕ çулсен хыпарĕсем паянхи кун та илтĕнеççĕ. Вăрçă ачисем, хăйсем те тахçанах асатте-асанне ятне илтнĕ, кĕçĕн мăнукĕсем чупса çỹреççĕ пулсан та ашшĕсене шыраççĕ, вĕсен вил тăприне те пулин тупас кăмăлпа пурăнаççĕ. Галина Тинюкован амăшĕ те ашшĕне шыраттарнă, шел пулин те, ун пирки хыпар пĕлеймесĕрех куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Вăл çыру тăрăх çывăх çыннин юлашки çапăçăвĕ Тверь облаçĕнче пулнине ас тунăран ỹссе çитĕнсен асăннă тăрăхра тĕпленнĕ хĕрĕпе ывăлне: "Сире кукаçăр хăйне çывăхарах пулччăр тесе ман çумран илсе кайрĕ пуль", - тенĕ час-часах.

Федор Иванов-Славницкие вăрçă пуçлансанах повестка панă. Вăл Калинин фронтне лекнĕ. Килĕнче ăна мăшăрĕпе виçĕ ачи - икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ - кĕтнĕ. Вăл чĕрĕ те сывă таврăнасса кашнийĕ чун-чĕререн шаннă. Тăшман пульли çамрăк арçынна хĕрхенмен, кĕтсе илеймен ăна тăван тăрăхра. Хыпарсăр çухалнăран вăрçă вĕçленсен те пĕр вĕçĕм Федор Петрович таврăнасса, алăкран пырса кĕрессе шаннă... Ĕмĕт пурнăçланаймасăрах юлнă. Хĕрарăм ачисене пĕчченех ура çине тăратнă, йывăр пулсан та вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Çын шанăçпа пурăнать. Ф. Славницкин Алексейпе Александр ывăлĕсем, Лидия хĕрĕ ашшĕне тупас тесе ăна шыраттарма пуçланă, анчах ун пирки документсенче çырни çуккипе ĕç малалла каяйман. Сăлтавĕ вара, тĕлĕнмелле пек те, хушаматпа çыхăннă. Федор Иванов тăлăх пулнă, ăна усрама илнисем хăйсен хушаматне - Славницкий - панă. Вăрçăра вара вăл Ивановпа çỹренĕ. 2012 çулта Алексей Федорович Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатне ашшĕ пирки ыйтса çырнă. Часах кĕтнĕ хурав çитнĕ. Унта стрелоксен 837-мĕш полкĕн Федор Петрович Иванов красноармеец 1942 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче вилнине, ăна Калинин облаçĕнчи (халĕ Тверь) Михеев ялĕнче пытарнине пĕлтернĕ. Анчах шырав ĕçĕ тĕрлĕ сăлтавпа вăхăтлăха чарăннă.

Кукашшĕн шăпи Тверь облаçĕнчи Пеновски районĕнчи Жукопа поселокĕнче пурăнакан Галина Тинюковăна çулсем иртнĕçем татах канăçсăрлантарма пикеннĕ.

- Кукаçи вил тăприне тупас шухăш хамăр патăрта тухса тăракан "Звезда" хаçатра кăларнă статьяна вуланă хыççăн тепĕр хут вăй илчĕ. Унта шăпах Шупашкартан вăрçăра вилнĕ тăванне шыраса тупса ун вил тăпри патне килсе кайни çинчен çырнăччĕ. Эпĕ вара аннен ашшĕ Тверь облаçĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине пĕлсе ăна шырамастăп. Чи малтанах пĕрле вĕреннĕ Александр Михайлович Артамоновпа çыхăнтăм, вăл мана вĕрентсе пынипе ĕçе пикентĕм, - терĕ Галина Ивановна. Пеново поселокĕнчи ветерансен организацине ертсе пыракан Надежда Комаровскаяна та кукашшĕ пирки, хăй ăна шырани пирки каласа панă. Вырăс хĕрарăмĕ вара "Истина" шырав отрядĕнчен, ăна ертсе пыракан Тарас Тарасовран пулăшу ыйтнă.

Кĕрхи пĕр кун Галина Тинюковăна ырă хыпарпа, кукашшĕне тупнине пĕлтерсе, савăнтарнă. Мăнукĕ çула хатĕрленме пуçăннă. Унăн хăвăртрах çывăх çынни патне çитес, куккăшĕсен, амăшĕн пурнăçланайман ĕмĕтне тултарас килнĕ. Октябрь уйăхĕнче Галина Ивановнăпа Иван ывăлĕ тата Тверь облаçĕнчи Торопецк хулинче пурăнакан Николай шăллĕ Бельский районĕнчи Заболотье ялне çитнĕ. Вĕсене кунта маларах калаçса татăлнипе Пригородный ял тăрăхĕн специалисчĕ кĕтсе илнĕ. Вăлах Федор Петровича тата унпа пĕрле 1279 салтака пытарнă тăванла масара илсе кайса кăтартнă. Çак кун савăнăçпа хурлăх пĕрлешсе çывăх çынсен чĕринче хумхану çуратнă: вăрçăра паттăрла пуçне хунă кукашшĕне тупнишĕн хĕпĕртенĕ, çав вăхăтрах вăл çамрăкла куçне хупнишĕн, тăван тăрăха таврăнса мăшăрĕшĕн тĕрев, ачисем ашшĕн хỹтлĕхне туйса ỹсейменнишĕн йĕнĕ. Фашистсен аллине тăван çĕршыва паманнишĕн, юлашки юн тумламĕччен тăшмана хирĕç тăнăшăн ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă салтаксене тав тунă.

- Кукаçи ячĕпе Белый хулинчи чиркĕве кĕрсе çурта çутрăмăр, асăнма патăмăр. Çывăх вăхăтра кукаçи патне тепре каятпăр, ун чухне çемйипех, мăнуксемпе пĕрле çула тухăпăр. Тăванлăх масарне каякан сукмака курăк пустармастпăр, - терĕ Галина Николаевна.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман салтаксем çуралнă кĕтесĕсене çулсем иртсен те килеççĕ, анчах чылайăшĕ халĕ те "хуралта". Вĕсене вара паян та кĕтеççĕ. "Эп шанатăп.

Эп кĕтетĕп... Эс вилмен.

Эс кĕрешен. Çĕр çинче фашист пĕтмен-ха...

 Килĕн - юлашки пĕтсен. Эп кĕтетĕп," - тесе çырнăччĕ Раиса Сарпи поэт "Амăш хỹхлевĕ" сăвăра. Çапла, фашистсем пĕтмен-ха, вĕсене тĕп тусанах кашнийĕшне кĕтсе илĕпĕр. Паян мар пулсан - ыран...

О. ПАВЛОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика