19 октября 2021 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ паянхи кун ялсенчи инфратытăма çĕнетес, халăха хавхаланса пурăнма, ĕçлеме, кирлĕ пек канма хăтлă услови туса парас тĕллевпе наци проекчĕсене, тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртессипе, пуçару бюджечĕпе ял сăн-сăпатне çĕнетессипе тухăçлă ĕçлет. 2020-2025 çулсенче района аталантармалли комплекслă программăпа килĕшỹллĕн инфратытăмпа çыхăннă 102 проекта, 58 коммерци проектне пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕн 61 проценчĕ федераци хыснинчен, 39-шĕ республика бюджетĕнчен каймалла. Унсăр пуçне пурнăçа кĕртмелли 400 милл
ион тенкĕлĕх коммерци проекчĕсем те халăх ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçсемпех çыхăннă. "Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ен çыннисен ырлăх-пурлăхне тата пурнăç шайĕпе пахалăхне лайăхлатасси"
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыруран)
Хальхи вăхăтра патшалăх паракан пулăшупа районти ял тăрăхĕсем май пур таран хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче Сăкăт ял тăрăхĕ те курăмлă ĕçсем туса пырать. Иртнĕ çул кунта наци проекчĕн регионти "Хула хăтлăхĕн" проекчĕпе Советсен урамĕнче хăтлă сквер хута ячĕç. Паян кỹлĕ таврашĕнчи илĕртỹллĕ вырăнта канса ларма та, уçăлса çỹреме те кăмăллă. Сăмах май каласан, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов пĕлтернĕ тăрăх çак лапама малашне тата ытларах пуянлатма, хăтлăлатма та палăртнă. Кану вырăнĕнчех ача-пăча лапамĕ, тренажер кĕтесĕ тăвасшăн. Паянхи кун ял илемĕ шутланакан вырăна хăйсен вăйĕпе çутăпа тивĕçтересси те тĕп тĕллев пулнине палăртрĕ.
Ял тăрăхĕнче кашни çулах тĕрлĕрен мелпе мĕнле те пулин ырă улшăну тума тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть çеç кунта обществăлла инфратытăма аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн пуçарулăх бюджечĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка юсама пикеннĕ. 1983 çултанпа ăна пĕр хутчен юсанă пулнă. Унтанпа палăк кивелнĕ, штукатуркисем, плиткисем хăпăнма пуçланă, утма çулĕ те ванса пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра "Теплодом" пĕрлешĕвĕн ĕçченĕ Владимир Хасанов мрамор плитасене вырнаçтарать, ытти ăстасем ун йĕри-тавра брусчатка сараççĕ, ĕмĕрлĕх хĕлхемне çĕнетеççĕ, картисене куçарса тирпейлеççĕ тата ытти те. Палăкăн тĕп стени çине вăрçăран таврăнайман салтаксен (246 çын), юнашарах вăрçăран таврăнсан вилнĕ ветерансен (202 çын) ячĕсем çырăннă. Палăка юсассипе çыхăннă мĕн пур ĕçе пурнăçлама 30 проценчĕ хăйсен укçи-тенки, 70-шĕ федераци хыснинчен каять.
Сăкăтсен те укăлча хапхи çĕнелĕ
Кашни çыншăн тăван ял, асран кайми тăван кил, чунри ырă та ăшă туйăм укăлча хапхинчен пуçланать. Ахальтен мар мĕн ĕлĕкех çывăх тăвансене унта тухса кĕтсе илнĕ, çавăнтанах ăсатса янă. Хальхи вăхăтра халăхăн пурнăçне, культурине, йăли-йĕрки уçса паракан ял вĕçĕнчи стеллăсем ял хапхи шутланаççĕ темелле. Çак вырăнтан ял çамрăкĕсене çара ăсатаççĕ, кунтах сумлă çынсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ, çамрăк мăшăрсем те ял чиккине чарăнаççĕ тата ытти. Çавăнпа та паян вăл тăйлăк-тайлăк та кивĕ пулни никама та чыс кỹмест.
Ку тĕлĕшпе Сителсем, Каншелсем, Кĕçĕн Арапуçсем, Шăхачсем тата ыттисем те ырă тĕслĕх кăтартрĕç, пĕрлехи вăйпа вĕсене капăрлатрĕç. Çывăх кунсенчех Сăкăтсен укăлча хапхи те çĕнелĕ. Çак ыйтăва вĕсем каллех пуçарулăх бюджечĕпе усă курса татса параççĕ. "ВИАЛ" пĕрлешỹ çичĕ метр çỹллĕш пулакан ỹкерчĕк валли никĕсне цементпа хытарса тирпейлесе хунă. Объект 280 пин тенке ларать. Укçа-тенкĕн 60 проценчĕ республика бюджетĕнчен, 40-шĕ вырăнти хыснаран каять.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме уйрăм хастарсем пысăк укçа-тенкĕ парса пулăшни те пĕлтерĕшлĕ. Оренбургра пурăнакан Владимир Тинюков ял хапхине çĕнетме 100 пин тенкĕ куçарса панă. Сăмах май каласан, вăл ытти чухне те шкула, спортсменсене, ял уявне ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшать. Çакăншăн ентешĕсем ăна пысăк тав сăмахне çитернипе пĕрлех "Сăкăт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ята пама та йышăннă. Ял хăтлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пурнăçа кĕртнĕ чухне Олег Лаврентьев предприниматель, "Красное Знамя" хуçалăх та час-часах пулăшаççĕ. Пĕрлехи вăйпа вара чылай ыйтăва татса пама çăмăл.
Кăçалах пуçарулăх бюджечĕпе Сăкăтра ял масарĕн хапхине (350 пин тенкĕлĕх) профнастилпа тытса çĕнетнĕ. Каярахпа картан ытти енĕсене тата кĕмелли тĕп хапхине те урăхлатасшăн.
Пулсассăн çулпа çутă - çĕрле те çирĕп утăн
Хальхи вăхăтра Сăкăтра 2009 çын пурăнать. Ялта вăрăм урамсем те, пысăках мар кассем те пур. Ял тăрăхĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çынсене хăтлă çулпа тата çутăпа тивĕçтерсси. Вырăнти бюджет укçи-тенки хĕсĕкрех пулнине шута илмесĕрех çак ыйтусемпе вĕсем кашни çулах ырă улшăну тума тăрăшаççĕ. Акă, Юхма урамĕнчи çула икĕ çулта вак чулпа сарса тикĕслеме палăртнă пулнă. Объекта кăçалах вĕçленĕ. Заречный, Садовый урамсене çул сарас ыйтупа та проектсем хатĕр пулнине çирĕплетрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Чернов.
Иртнĕ çул ялти урамсене çутăпа тивĕçтерес тĕллевпе тăватă подстанцие, 42 точка хута янă. Кăçал вĕсем тепĕр 20 точка валли килĕшỹ тунă. Сăкăтсем каçхине те ял урамĕпе çынсем кăнтăрлахи евĕр çирĕп те шанчăклă утчăр тесен тепĕр 8 подстанцие хута ямалла.
Çутăпа, ял хăтлăхĕпе çыхăннă тепĕр ыйтăва та палăртса хăварас килет. 2020 çул Сăкăтра пурăнакансемшĕн ырă пулăмпа палăрса юлчĕ. Декабрĕн 22-мĕшĕнче кунта Геннадийпе Елена Тимченкон Ыр кăмăллăх фончĕн ача-пăчан пăр спортне аталантармалли "Ырă пăр" программин гранчĕпе тунă çĕнĕ хоккей коробкине уçрĕç. Çакă та ял хăтлăхĕн пĕр пайĕ, çамрăксене спортпа çывăхланма, сывлăха çирĕплетме май парать. Сăмах май каласан, çак ялта çеç тăватă хоккей команди: "Стрела" (ветерансен), "Чайка" (хула çамрăкĕсен), "Барс" (предпринимательсен), тепĕр ушкăн шкул ачисен. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков кунти лапама çутăпа тивĕçтерессине хăй яваплăхĕ çине илнĕ.
- Ырлăх та, пурлăх та нихăçан та хăй тĕллĕн çеç пулмасть. Çак ыйтăва чăн малтан халăхпа, депутатсемпе, старостăсемпе, ял активĕпе, уйрăм хастарсемпе сỹтсе яватпăр. Паллах, хальхи вăхăтра яла аталантарас, халăхăн пурнăç шайне ỹс- терес тĕллевпе патшалăх та чылай пулăшать. Пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçлакан ĕçсем те хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха илем, хăтлăх кỹрессипех çыхăннă,-пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)