03 сентября 2021 г.
терĕ Сăкăтра пурăнакан Елена Кузьмина хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май. 1956 çулта çуралнă Елена Степановна паянчченех фермăра вăй хунă, пăрусем пăхнă. Вăл хăйĕн ĕçне, çамрăк пăрусене юратни, вĕсемшĕн тунсăхлани унăн калаçăвĕнчен те питĕ лайăх сисĕнчĕ.
- Анне колхозра бригадăра тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçлерĕ. Атте хуçалăхăн ĕне-выльăх кĕтĕвне кĕтетчĕ. Ăна пулăшмалла тесе пушăрах вăхăт пур чухне хире час-часах каяттăм. Çавăн чухне пĕринче ферма заведующийĕ Николай Михайлович Никифоров (хальхи вăхăтра "Красное Знамя" хуçалăха ертсе пыракан Петр Николаевич Никифоровăн ашшĕ. - Авт.) мана: "Лена, шкултан вĕренсе тухсанах сана ферма ĕçе илетĕп", - терĕ. Унăн сăмахĕсем тỹрре тухрĕç, - тет Елена Степановна шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май. 15 çулти хĕр ачан малалла ăс пухасси те килнĕ пуль, анчах 46-ри ашшĕ йывăр чирлени татăклă утăм тума хистенĕ. "Эп чирлерĕм, эмел илме те укçа çук. Вилмелли çеç юлчĕ", - тесе каланă сăмахсем çамрăкăн чĕрине ыраттармаллипех ыраттарнă.
- Эпир улттăн пĕр тăван пулнă: пилĕк ывăл та пĕр хĕр. Ачасенчен эпĕ тăваттăмĕшĕччĕ. Атте чирленĕ вăхăтра манран аслăрах икĕ тете салтакра, тепри Пăвара тракторист-шофера вĕренет. "Атте, сана валли эмел илме эпĕ ферма кайса укçа тăватăп", - тесе хутăм. Каланă - пурнăçланă. Çак утăма тунăшăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Тепĕр хут професси суйлама ыйтсан та фермах, çамрăк пăрусене пăхмах кайнă пулăттăм. Коллектив та лайăх. Нумай пулмасть больницăра выртсах сипленме тиврĕ. Юрий Федорович Чернов тĕп зоотехник темиçе хутчен те шăнкăравласа сывлăх еплереххипе кăсăкланчĕ, - терĕ кун-çулĕпе паллаштарса Е. Кузьмина. Тăрăшулăхне, маттурлăхне кура ĕнтĕ вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçнĕ. "Чи лайăх пăру пăхакан" ята темиçе хутчен те илнĕ, тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе грамотăсем те çителĕклех.
Елена Степановна юратнă ĕçĕнчех хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулнă. Сăкăт каччипе Николай Кузьминпа çемье çавăрнă. Николай Васильевич та ашшĕсĕр ир тăрса юлнă. Амăшĕ 9 ачине пĕччен ура çине тăратнă. Хури-шуррине çамрăклах пайтах ас тивнĕ мăшăр хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çавăрнă. Яланах выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Паян та Кузьминсем икĕ ĕне, пăрусем, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, сысна çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Сăмах май, Николай Васильевича çулленех акара тата вырмара хирте курма пулать.
Хисеплĕ мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Пурне те çемьелентерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Куç тулли 11 мăнук пурришĕн питĕ хĕпĕртеççĕ.
Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ Елена Степановнан. Вăл Сăкăтри хора çỹрет, Елена Иовлева артистка юррисене çепĕç те уçă сассипе шăрантарма кăмăллать. (2288).
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)