Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 70 çулĕ сисĕнмерĕ

28 мая 2021 г.

 Г. Мылова (хĕр чухнехи хушамачĕ Краснова) Шăхач ялĕнче 1951 çулхи нарăсăн 22 - мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ унăн ирçе, ашшĕ вара вырăс пулнă. Çемьери 4 ачаран Галя чи кĕçĕнни.

 Ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ачаранах Галя колхоза çỹренĕ: пучах, утă пуçтарнă, çум çумланă. Ашшĕ бригадир пулнипе çынсем илмен пайсене те Гальăпа тăванĕсен тасатма тивнĕ. Шăхачри 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ илнĕ хĕр ача, лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕскер, обществăлла ĕçсенче хастар пулнă, йĕлтĕрпе хăвăрт чупнă, кỹршĕ ялсенче иртнĕ ăмăрусене те хутшăннă. Чи асра юлмаллисем вара концертсенче, уявсенче юрлани. А. Адьютантов музыкант, О.Красильникова вожатăй ертсе пынипе уçă саслă Галя ытти ачасемпе нумай хутчен таврари ялсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, çуранах çỹренĕ унта. Турханти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне те концертсене хутшăнма пăрахман маттур хĕр. Паянхи пекех астăвать вăл, 10 класра "Ивушка" юрă юрласа пĕрле вĕренекенсемпе Шупашкарта мала тухса килнĕччĕ.

Шкул хыççăн çамрăк хĕр пĕр çулталăк ялтах юлнă. Колхозра, каярах Шăхачри йывăçран япаласем тăвакан комбинатра вăй хунă. Çулла ăна ял Совет председателĕ В. Мешков клубра библиотека уçасси, унта ĕçлекен кирлĕ пуласси пирки пĕлтернĕ. Галя Çĕрпỹри çутĕç училищине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Анчах, темшĕн, библиотекăна хупса хунă. Вара хĕр комбината каялла ĕçлеме вырнаçнă. 1971 çулта И. Матвеев директор ăна Шăхачри 8 çул вĕренмелли шкула лаборанта ĕçлеме илнĕ. Тепĕр икĕ çултан Галина Анисимовна тăван шкулта библиотекарьте ĕçлеме тытăннă, çав вăхăтрах вожатăйра та вăй хунă. 2008 çулччен 8 директорпа ĕçленĕ, мĕн хушнине яланах итленĕ, коллективпа килĕштернĕ. Н. Стефейкин ертсе пынипе "Березка" ушкăнпа ăçта кăна çитмен пуль концертсемпе!

Тивĕçлĕ канăва тухсан "Умарина" халăх ушкăнне çỹреме пуçланă Галина Анисимовна. Н. Стефейкин тата З. Гугушкина концерт программисем пуян та кăсăклă пулччăр тесе тăрăшнă. Ушкăн концертсемпе республикăри ялсемпе хуласенче çеç мар, Мускавра, Оренбургра, Тутар, Мордва Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче пулнă.

Ял, район администрацийĕ те Галина Анисимовнăн пултарулăхне нумай хутчен тивĕçлипе хакланă, матурлăхшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн илнĕ Тав тата Хисеп хучĕсене шутласа та пĕтерес çук.

4 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Мыловсем. Шел, пĕлтĕр çулла чире пула мăшăрĕ, Леонид Васильевич, пурнăçран уйрăлчĕ. Тĕпренчĕкĕсене яваплă, тирпейлĕ, ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Ачисем пурте хăйсен çулĕсене тупнă. Асли, Альбина Аслă Чементи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, унсăр пуçне соцпедагог. Валя Шăхач ялĕнче сутуçăра вăй хурать. Маша - медсестра, Шупашкар хулинчи тĕп больницăра ĕçлет. Вова та медицинăра, тĕп хулара 14 çул шăл техникĕнче тимлет. Амăшĕ пекех хастар, йĕлтĕрпе чупса хулара иртекен ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Вовăн мăшăрĕ Таня - акушерка. Сăмах май, Таня, Денис, Камилла мăнукĕсем те пурнăçĕсене медицинăпа çыхăнтарнă.

Мыловсен çурчĕ, хуралтисем илемлĕ, таса та тирпейлĕ, чечексем çав тери нумай çуртра. 2019 çулта Шăхач ял поселенийĕ вĕсен кил-çуртне "Чи лайăх харпăр хăй хуçалăхĕ" ят парса чысланă.

Сывлăхĕ хавшать пулсан та ахаль лармасть Галина Анисимовна, кил çуртра майĕпен кăштăртатса çỹрет, апат-çимĕç пĕçерме ăста, сысна, чăх-чĕп усрать, чăлха-носки çыхать, пахчинче çĕр улми тата ытти пахча çимĕç ỹстерет. "Авангард" хаçата юратса вуланине те систерчĕ вăл. "Мĕн астăвассах, 40-50 çул ытла та пуль çырăнатăп юратнă хаçата. Кашни номерне кĕтетĕп, алла лексен пĕр сăмахне сиктерми вуласа тухатăп", - терĕ ăшшăн хĕрарăм.

Н. КОШЕЛЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика