Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕммĕш çулхисем - вăрçă тата ĕç паттăрĕсен ăрăвĕн çыннисем!

08 мая 2020 г.

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа ыран 75 çул çитет. Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен ачисем, çулсем иртсе пынă май, хамăр та ватлăх енне сулăннă пирки, çав хăрушă тапхăра ытларах та ытларах ăнланса пыратпăр, пирĕн атте-анне, асатте-асанне мĕн тери йывăрлăха лекнине ытларах та тарăнрах ăнкаратпăр.

Нимĕç фашисчĕсем пĕтĕм Европăна тенĕ пекех хăйсене пăхăнтарнă хыççăн Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ, пирĕн пурлăхсене туртса илсе халăха чурана çавăрасшăн пулнă.

Нумай нациллĕ совет халăхĕ çак хаяр вăрçăра тĕлĕнмелле чăтăмлăхпа паттăрлăх кăтартнă, фашистсемпе вĕсен хỹрешкисене çапса аркатнă, Берлинри рейхстаг çине хĕрлĕ ялав çакнă. Ун хыççăн историшĕн питĕ кĕске тапхăрта, 10-15 çулта, пиншер ялпа хулана, заводпа фабрикăна çĕнĕрен çĕклесе лартнă. Каярахпа вара халăх хуçалăхне вăйлăн аталантарса тĕнчере пĕрремĕш хут космоса çити çынна хăпартнă, атом вăй-хăватне мирлĕ пурнăçра усă курма тытăннă. Çав хушăрах пĕтĕм йывăрлăха пăхмасăр кашни çемьере тенĕ пекех пилĕкшер-ултшар е ытларах та ача çуратса çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнтернĕ. Çакă чăннипех те тĕлĕнтерет.

Сăкăт ялне илес пулсан çак хăрушă вăрçа тăват çĕр ытла арçын тата икĕ хĕр тухса кайнă, çурри ытла е 233 çын пуçне хунă. Хăрушă вăрçă кашни киле пырса тивнĕ: вилнĕ, пĕр хыпарсăр çухалнă ывăл е мăшăр пирки хура хут çитнĕ. Алăсăр-урасăр, сусăрланса е йывăр чирлесе килекенсем тата мĕн чухлĕ пулнă!

Манăн кашни вăрçă участникне паттăр, герой тесе хаклас килет. Мĕншĕн тесен вĕсем вилĕмпе юнашар пулнă, ăна куçран пăхнă, выççине, сиввине, окопри, çапăçури пĕтĕм нушана, тертне курнă.

Пирĕн ялăн мухтавлă паттăрĕ тата чапĕ, паллах, Порфирий Герасимович Кариков (1923-2003 ç.ç.). Вăл - Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе пĕр тан шутланакан "Мухтав" орденăн тулли кавалерĕ. Тăван яла вăрçăран кăкăр çине икĕ çар орденне (медальсене шутламасан) çакса таврăнакансем виçĕ-тăватă салтак пулнă. Вĕсем - Константин Яковлевич Ермолаев (вăрçă хыççăн Алтай крайĕнче пурăннă), Николай Григорьевич Силюков... тата пирĕн атте Николай Архипович Исаков. Малалла эпĕ ун пирки кĕскен те пулин каласа кăтартасшăн. Вăл 1924 çулта çуралнă. Пурнăçĕ çăмăл пулман. Ашшĕ, Архип Лазаревич, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнса икĕ хут аманнă. Çавна пулах ĕмĕрĕ те кĕске пулса тухнă. Амăшĕ те йывăр чире пула 38 çултах çĕре кĕрет. Исаковсен çемйинче çапла тăватă ача сĕм тăлăха тăрса юлать. Ун чухне асли Униççе (аппăшĕ) вун тăваттăра, атте Николай (ялта Миккуль тенĕ) саккăрта, Ульха ятлă йăмăкĕ улттăра пулнă. Кĕçĕнни - кăкăр ачи кăна. Вăл выçлăха пула вилет.

Юрать-ха, çак йывăр вăхăтра ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене тăванĕсем, кỹрши-арши пăрахман. Кашнинех мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Атте те мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ỹснĕ, кĕтỹ кĕтнĕ, аппăшне пулăшнă, йăмăкне пăхнă. Ура çине тăма кăна тытăннă тапхăрта тĕнчере хаяр вăрçă пуçланнă.

1942 çулхи августра ялтан 1924 çулта çуралнă вун саккăр тултарнă-тултарман 28 ачана вăрçа ăсатма салтака илнĕ. Çав шутра пирĕн аттене те. Сăкăт каччи малтан Горький облаçĕнчи Гороховецк гарнизонĕнчи 2-мĕш вĕренỹ полкне лекет. Унтан сержантсен курсĕнче вĕренсе 1943 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче кĕçĕн командир званине илет. Вара ăна артиллери орудийĕн наводчикĕ (каярахпа оруди командирĕ) пулма çирĕплетеççĕ. Кĕçех вĕренсе тухнă салтаксенчен 667-мĕш гаубица çул уçса пыракан полк (полк прорыва) йĕркелеççĕ те фронта ăсатаççĕ.

1943 çулхи февральте Совет Союзĕн маршалĕ Тимошенко ертсе пыракан Çурçĕр-Хĕвел анăç фрончĕн çарĕсем Новгород облаçĕнчи Старая Русса таврашĕнче фашистсене хирĕç татăклă наступлени пуçланă, çирĕпленсе ларнă вырăнĕсене татса тăшмана çавăрса илме тытăннă. Пĕрлех пирĕн ялсем те ирĕке тухса пынă. Мартăн 31-мĕшĕнче, апрелĕн 26-мĕшĕнче тата майăн 10-мĕшĕнче гитлеровецсем хирĕçле контратака туса пăхнă. Анчах пирĕн çарсем çирĕп тăнипе вĕсен усси пулман. Сăмах май, Старая Русса тĕлĕнче нимĕçсем пуçласа хăрушă "Тигр" танксемпе тата хăй тĕллĕн çỹрекен "Фердинант" орудисене усă курнă.

Кунта аттесен полкĕ те мартăн 28-мĕшĕнче Старая Русса хулине ирĕке кăларассишĕн пыракан хаяр çапăçусене кĕрет. Соболево ятлă ял çывăхĕнчи сăртлă вырăнта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă шкулта тата ун çывăхĕнче фашистсем вунă амбразура туса лартнă, пулеметсем вырнаçтарнă, пирĕн çарсем çине вут-хĕм тăкса тăнă. Наступлени чарăнса ларнă. Вĕсенчен пехота нимле те айккине пăрăнса иртсе кайма пултарайман. Мĕншĕн тесен икĕ айккипе шурлăх вырăн пулнă. Тăшман йăвисене аркатма тин кăна вĕренсе килнĕ артиллеристсене приказ панă. Ман атте 72 снаряд персе 68-шĕпе нимĕçсен амбразурисене пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Ун хыççăн пехота атакăна çĕкленсе асăннă яла нимĕçсенчен тасатма пултарнă. Çак çапăçура Николай Исаков хăй ăста наводчик иккенне тата тăшманпа вирлĕн çапăçма пултарнине кăтартса панă. Çакăншăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Вăл вăхăтра ку медаль орденпа танлашнă.

1943 çулхи апрель вĕçĕнче аттесене канма кăлараççĕ, çухалнă, аманнă тата вилнĕ салтаксем вырăнне çĕннисене илеççĕ, çар хĕç-пăшалне вĕрентеççĕ.

Малалла вăрçă çулĕ аттене Орелпа Курск пĕккине илсе çитерет. Кĕркунне, ноябрĕн 9-11-мĕшĕсенче вăл 2-мĕш Прибалтика фрончĕн йышĕнче Псков облаçĕнчи Невель станцийĕ тĕлĕнче хаяр çапăçусене оруди командирĕ пулса хутшăнать, кунта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать. Вĕсен взвочĕ фашистсен 2 артиллери туппине, 5 дзотне, пĕр пулеметне çапса аркатать. Взвод командирĕ амансан атте унăн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Чăн та, хăйне те çак хаяр тытăçусенче амантса контузи пулнă. Çапах та вăл çапăçу вырăнне пăрахса каймасть, стройрах юлать. Çакăншăн Н. Исаков аслă сержант "Мухтав" орденăн виççĕмĕш степеньне тивĕçет.

1944 çул пуçламăшĕнче аттене Карел-Фин фронтне куçараççĕ. Кунта вара вăл Финлянди парăнса вăрçăран тухичченех тăрать. Çак çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Финляндине кĕрекен Сурсари утравĕ патĕнче хĕрỹ çапăçу пулса иртет. Оруди командирĕ пулнă май атте кунта та çапăçăва тĕплĕн йĕркелет. Кашни снарядпа тĕл персе нимĕçсен взвод чухлĕ пехотине тĕп тăвать, пĕр танкне лектерсе юрăхсăра кăларать, ытти техникине сиенлет. Паттăрлăхне командовани Хĕрлĕ Çăлтăр орден парса хакланă. Çак кăтартусем атте хăй хăпартланса каласа кăтартнисем кăна мар. Вĕсене пурне те командирĕсем награда пама ыйтса çырнă документсенчен илнĕ. Вăрçăран таврăннă салтаксем чылайăшĕ питĕ сăпайлă çынсем пулнă, паттăрлăхĕсем пирки нихăçан та мухтанса çỹремен.

Малалла Н. Исаков Балтика тăрăхĕнчи Таллин, Тарту, Пярну хулисене нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕрте çапăçать. Унтан Хĕвелтухăç Пруссине кĕрекен Кенигсберг (халĕ Калининград), Браунсберг (халĕ Польшăри Бронево) хула-крепоçсене илнĕ çĕре хутшăнать. Çĕнтерỹ кунне те çак таврарах кĕтсе илет.

Вăрçă чарăнсан аттесен артиллери полкне Силези тĕп хулине Бреслауна (халĕ - Польшăри Вроцлав) куçараççĕ. Анчах та киле яма васкаман-ха ăна. Служба çав-çавах малалла тăсăлнă. Демобилизаци пуçланиччен вăл офицерсен курсĕнче старшина тивĕçĕсене пĕр çулталăк пурнăçлать.

1947 çулхи апрельте атте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерỹçи тата ирĕке кăлараканĕ, пилĕк çул иртсен тăван киле, аппăшĕпе йăмăкĕ патне çаврăнса çитет.

Çакăнта пĕр кăсăклă саманта та каласа хăварас килет. Атте фронтра чухне вăрçă хирĕнчен чĕрĕ юлса киле таврăнаяс пулсан, ялта пуçласа куракан пĕрремĕш хĕре качча илетĕп тесе хăйне хăй сăмах панă пулнă. Гимнастеркине те хывса ĕлкĕреймен салтак Патăрьелĕнчен Сăкăта каякан çул çинче чи малтан ман аннене, ун чухнехи Анна Ивановна Воробьевăна, тĕл пулать. Вăл райсоюзра ĕçленĕ, киле таврăнма тухнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест, иккĕш мăшăрланса çемье çавăраççĕ.

Аттепе анне виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем хушшинче - икĕ инженер, пĕр строитель, медицина ĕçченĕ, икĕ учитель. Вĕсен вунă мăнук, 12 кĕçĕн мăнукĕ пур.

Яла таврăнсан атте тỹрех ĕçе пикенет, ăна Сăкăт ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ пулма суйласа лартаççĕ. Мирлĕ пурнăç пуçланнă пулсан та çапăçу хирĕнче выртса юлнă тăвансем, тантăшсем, ял-йыш асран тухмаççĕ. Ялти пĕрремĕш асăну палăкне атте хăй тытса купалать. Уншăн Çĕнтерỹ кунĕнчен хаклă уяв çукчĕ. Кайран та мĕн виличчен çак палăка тирпейлесе, вăхăтран-вăхăта юсаса тăратчĕ. Çакăн пирки ялти паллă таврапĕлỹçĕ И. Ильин та хăйĕн "Память и памятник" кĕнекинче ырăпа асăнса хăварнă.

Каярах Николай Архипович библиотека, клуб, лавкка заведующийĕсенче, ялти колхозăн тăваттăмĕш бригада бригадирĕнче ĕçлерĕ. Çав вăхăтсенчех вăл колхозри парти организацийĕн секретарĕ те пулнă. Атте пысăк тавракурăмлă çынччĕ, вăл кĕнеке вулама питĕ юрататчĕ, шахматла выляма кăмăллатчĕ. Юрра-ташша та ăстаччĕ. Йывăр чире пула атте пенсие тухаймарĕ, 58 çултах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Унăн вăрçăри паттăрлăхĕсем, ырă ĕçĕсем, çутă сăнарĕ халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç.

Валентина НИКИФОРОВА (Исакова), педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика