Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуçăмпа тăракан шур çăкăр çиет

15 ноября 2019 г.

Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ районта çеç мар, республикăра та вăйлă хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Ăна 28-мĕш çул Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никифоров  ертсе пырать. Унăн çак сферăри ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ. Кунта ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене лайăх аталантарса пыраççĕ. Ферма кайсан ĕне-выльăх пуррипе, уя тухсан тĕрлĕ культура ăнса çитĕннипе чун савăнса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ăратлăхпа тата пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ĕçлекен хуçалăх. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун пекки урăх çук.

Хуçалăхăн ферминче час-часах пулма тивет. Унччен кивĕ витесем ытларах пулнă пулсан халь иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулсенче тунисене çуллен тенĕ пекех çĕнетсе пыраççĕ. 2014 çулта паянхи пурнăç условисене тивĕçтерекен хуралта хута ячĕç. Пĕлтĕр пăрусем тăраканнине тĕплĕн юсанăччĕ, кăçал пăрулаттаракан уйрăмри витен кăшкарĕсене çеç тăратса хăварнă, ыттине - урайне, тăррине, шыв пăрăхĕсене, электричество проводисене-улăштарнă. Ĕçе йăлтах механизацилеме тăрăшнă. Халь дояркăсем те, скотниксем те алă вăйĕпе усă курмаççĕ тесен те юрать.

Ăшă та хăтлă витесенче паяна 760 пуç ĕне-выльăх тăрать, кăтарту пĕлтĕрхинчен ытларах. Сăваканни вара - 350, çулталăк вĕçне 370е çитерме палăртнă. Кĕтĕве ỹстернисĕр пуçне ăратлăхпа ĕçленĕ май 8-10 пушмак пăруран кая мар ытти хуçалăхсене сутаççĕ. Вĕсене хамăр тăрăхран та, ют регионсенчен те килсе туянаççĕ.

Тăрăшса ĕçленине кура сĕт сăвасси иртнĕ çулхинчен 6 процент, какай туса илесси 14 процент ỹснĕ. Пĕр ĕнерен кăçал вăтамран 6500-6600 килограмм паха шĕвек сума палăртнă. Тĕллеве пурнăçлама май та пур. Выльăх апатне ытлашшипех хатĕрленĕ тесен те йăнăш мар. Сенаж, силос, утă çителĕклех янтăланă, тепĕр çула валли те пур. Çавăн пекех выльăхсен продуктивлăхне ỹстерме рациона пĕлсе, пăхăнса ĕçлемеллине шутра тытса "Мустанг" фирмăпа тачă çыхăну тытаççĕ. Сăмаха малалла тăсса çакна та каласа хăварас килет: районта пĕр вăхăт куккурус акма пăрахнăччĕ. Вăл пулăхлă япаласемпе пуянран культурăна Сăкăтсем çулленех ỹстереççĕ. Кăçал та 200 гектар ытларах пулнă. Унран ешĕл апат хывнисĕр пуçне вăррине туса илессипе те тимлеççĕ. Паллах, ăна пухса кĕртесси çанталăк условинчен нумай килет. Вăл нỹрленсе кайсан силоса яраççĕ.

Районта çуллен иртекен уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче "Красное Знамя" ЯХПК хирĕсенче яланах чарăну тăваççĕ. Хуçалăхăн уйĕсене курмалăх та, унран тĕслĕх илмелĕх те пур. Çакна кĕркунне тулли кĕлетсем те çирĕплетеççĕ. Кăçал тыр-пул тухăçĕ районта чи пысăккисенчен пĕри, пĕр гектартан вăтамран 37,6 центнер пухса кĕртнĕ. Çĕр улми те савăнтарать: пĕр гектартан вăтамран 230 центнер ытларах тухнă.

- Выльăх-чĕрлĕхпе ỹсен-тăран отраслĕсем тачă çыхăннăран иккĕшне те пĕрле аталантарма тăрăшатпăр. Пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлетпĕр, хире тислĕк кăларатпăр, нумай çул ỹсекен курăксене пăсса тăпра пулăхлăхне лайăхлататпăр. Акнă-лартнă культурăсенчен тухăç илес тесе минераллă удобренисем сапатпăр, çулçă урлă апатлантаратпăр, çум курăкран гербицид сапатпăр. Хирте ĕçлеме техника паркне те çулленех хăватлă тракторсемпе, кăкарса çỹремелли хатĕрсемпе пуянлатса пыратпăр.

Хуçалăх аталанса пынинче тĕп специалистсен тỹпи питĕ пысăк тесе шухăшлатăп. Пирĕн вĕсем - агроном, инженер, зоотехник, выльăх тухтăрĕ - пурте пур. Çавăн пекех кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Аслă çулти механизаторсене улăштарма çамрăксем килеççĕ. Шалу кашни уйăхрах паратпăр, тỹлевсĕр тырă та уйăратпăр. Пирĕн халь хамăра тивĕçекен лаптăкра йỹнĕ хакпа продукци туса илме вĕренмелле, - тет П. Никифоров. Петр Николаевич чăннипех те пурнăçпа тан утма тăрăшать. Çĕнĕлĕхсене хапăлласах йышăнать. Кăçал çеç тырра тасатса сортлакан пысăк комплекс туянса вырнаçтарнă. Пĕрчĕллĕ культурăсене упрама склад хăпартнă. Маларахахри çулсенче çĕр улмие хĕл каçарма 5 хранилище тунăччĕ.

- Хуçалăхра çуллахи вăхăтра строительсен 7 бригади тăрăшрĕ, - тенĕччĕ Ю. Чернов зоотехник фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме комиссипе кайсан. П. Никифоров та çакнах çирĕплетрĕ. "Ял хуçалăх предприятийĕ те, килти хуçалăх пекех, куллен пĕрер пăта çапмасан саланать", - тет вăл.

2010 çулхи шăрăх та типĕ çу манăçа кăлара пуçланă шăвару меслетне çĕнĕрен пурнăçа кĕртме хистеме пуçларĕ. Юлашки çулсенче шăпах ỹсен-тăран ỹсме, вăй илме пуçланă тапхăрта нỹр çук. Сăкăтсем çакна шута илсе çĕр улмие шăварма пуçланă. Шыва Сугутка юхан шывран илнĕ, анчах пĕлтĕр плотинана татса кайнă. Хуçалăх кăçал ăна юсанă. Малашне шăварупа тата ытларах усă курма палăртнăран ятарлă программăна кĕрсе кирлĕ хатĕрсене туянма тĕллев тытнă.

"Красное Знамя" ЯХПК Сăкăтри вăтам шкулпа та килĕштерсе ĕçлет. Вĕренекенсем çуллахи вăхăтра сухан вăрлăхне кăларма, пухса кĕртме хастар хутшăнаççĕ. Хуçалăх вĕсене шалусăр пуçне тата Пĕлỹ кунĕнче парнесемпе хавхалантарать. Вăй хуракансене те тимлĕх уйăрмасăр тăмасть. Ял уявĕнче, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче, Çĕнĕ çулта сума сăватех. Хуçалăх мĕнле аталанса пырасси ертỹçĕрен те нумай килет. Ăнăçу сăлтавĕ Сăкăтсен мĕнре-ши?

- Ĕçпе ниçта та каймалла мар чухне ферма, парка, хире хам çитсе килме тăрăшатăп. Вĕсенче мĕнле çитменлĕхсем, йывăрлăхсем пуррине куçпа курса хаклатăп. Ертỹçĕн пурне те пĕлсе тăмалла тесе шухăшлатăп. Малашне те выльăх-чĕр- лĕх йышне тата тыр-пул тухăçне ỹстерме тĕллев лартнă эпир, - тет Петр Николаевич.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика