Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке пуриншĕн те пĕрре: çỹп-çапшăн вăхăтра тỹлемелле!

21 июня 2019 г.

Çут çанталăк- пирĕн кил. Вăл таса та тирпейлĕ пуласси хамăртан нумай килет. Шел пулин те, темшĕн эпир çакăн пирки манатпăр. Вăрмансене, çырма хĕррисене варалатпăр, ăпăр-тапăр кайса тăкатпăр тата ытти те.

Санкцилемен çỹп-çап куписенчен хăтăлас тесе ĕнтĕ 2018 çулхи октябрьте регионта "МВК "Экоцентр" оператор вăй хума пуçларĕ. Районти ялсенчен пухăннă хыт каяша тулли мар яваплă "Полигон" пĕрлешỹ турттарма тытăнчĕ. Пытармалли япала мар, малтанхи вăхăтра вăл пуçăннă ĕçе тивĕçлĕ пек пурнăçлаймарĕ, палăртнă кунсенче ятарлă вырăнсене техника та çитеймерĕ. Чылайăшĕ çĕнĕлĕх вăя кĕрессе те шанмарĕ. Асăннă тата ытти сăлтавсене пула та ял çыннисем çỹп-çапшăн паракан квитанцисене тимлĕх уйăрмаççĕ. Паянхи кун "Полигон" пĕрлешỹ икĕ районпа çеç- Патăрьел тата Шăмăршă - ĕçлет, хушма техника та туяннă. Михĕсене кашни эрнерех автомашинăсем турттарса каяççĕ, контейнерсене те пушатсах тăраççĕ. Çывăх вăхăтрах ятарлă лаптăксем тума, пысăк ещчĕксем лартма пуçăнаççĕ. Лару-тăру йĕркеленсе пыни куç умĕнче, анчах çынсем çак ырă улшăнусене курсан та укçине кăларасшăн мар. Хальхи вăхăтра районта пурăнакансен 20 (!) проценчĕ çеç тỹлевпе вăхăтра татăлнă. Республикăра чи начар кăтартусенчен пĕри. Пирĕнтен те сахалтараххи - Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕ. Кỹршĕллĕ Елчĕк (54 процент), Шăмăршă (31), Комсомольски (35) районĕсенчен тĕслĕх илсен аван. Районти ялсенчен Ыхра Çырминче пурăнакансен - 0,78 проценчĕ, Чăваш Ишексен - 2,2, Шăнкăртамсен - 2,41, Хирти Пикшиксен - 3,37, Патăрьелсен - 3,72, Треньелсен - 4,95, Анат Чакăсен - 4,72, Сăкăтсен - 4,87, Кивĕ Катексен- 8,9, Именкассисен - 6,17, Çĕнĕ Ахпỹртсен 7,94 проценчĕ çеç тỹлевпе татăлнă.

- Çỹп-çапшăн тỹлекен кăтарту пĕчĕкки пăшăрхантарать. "Полигон" пĕрлешỹ кашни ялах вăхăтра çитме тăрăшать. Малашне ял çыннисем квитанцисемпе çийĕнчех татăлса пырасса шанатпăр, унсăрăн йывăрлăхсем те сиксе тухма пултараççĕ. Халăх еплерех тỹленипе çỹп-çап тиекен транспорта тытса тăрасси, ĕçлекенсене шалу парасси çыхăннă. Хытă каяшсем йĕри-тавра сапаланса ан выртчĕр, çут çанталăка ан варалаччăр тесен пурин те тĕрĕс пĕтĕмлетỹ туса парăмпа татăлмалла. Çакна та палăртса хăварас килет, хыт каяшшăн çур çул тỹлемесен регионти оператор суда пама та пултарать. Кун пек тĕслĕхсем пур. Суд йышăнăвĕпе парăмçăсен пурлăхне (укçине, расчет счетне, пурăнакан çуртри пурлăха) арестлеççĕ, - терĕ "МВК "Экоцентр" операторăн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен представителĕ Р. Фролов.

Студентсемшĕн, пропискăра тăракан, анчах кунта пурăнман çынсемшĕн, салтаксемшĕн те çỹп-çапшăн тỹлеме тивни те çынсене пăшăрхантарать. Хăть мĕн тесен те 6-7 çыншăн пухăнакан хака пĕчĕкех тесе калаймастăн. Р. Фролов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем патне студент ăçта вĕреннине çирĕплетекен справка тата хуçалăх кĕнекинчен выписка илсе килсе парсан хака чакараççĕ. Çавăн пекех вăй хуракансен ĕç вырăнĕнчен справка тата ĕç кĕнекин копийĕ кирлĕ. Вахтăпа тăрăшакансене те çăмăллăхсем пур. Конституци умĕнче çар тивĕçне пурнăçланине çирĕплетме çар комиссариатĕнчен хут кирлĕ. Инвалидсене субсиди параççĕ. Тĕплĕнрех 89373900530 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме е "МВК "Экоцентр" пĕрлешĕвĕн представителĕпе тĕл пулса калаçма май пур. Вăл пирĕн районта тунтикунпа ытларикун тата эрнекун çак адреспа ĕçлет: Па- тăрьел ялĕ, Ленин урамĕ, 23 çурт, 103 кабинет.

"МВК "Экоцентр" операторăн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен представителĕ Р. ФРОЛОВ: "Малашне ял çыннисем тỹлевпе вăхăтра татăлса пырасса шанатпăр".

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика