13 марта 2019 г.
Ака-суха çывхарнă май Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПКра ĕç вĕрет, техника, удобрении, вăрлăх хатĕрлеççĕ.
Шăварсан тухăç ÿсетех
«Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕ. Тупăш, тухăçлăх ака-сухана вăхăтра ирттернинчен килет. Пĕлтĕр пирĕншĕн ăнăçлă çул пулчĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем аван тухрĕç. Тырă хакĕ те палăрмаллах усрĕ, пĕр килограмĕ 10 тенкĕрен иртрĕ. Управра элита, 1-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем пур. Вĕсем шăрăха чăтăмлă. тухăçĕ те аван, - паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Петр Никифоров ертỹçĕ.
Тухăçа ỹстерме хуçалăхра çĕр пулăхне пуянлатсах пыраççĕ, органика, минерал удобренийĕ хываççĕ, нумай çул ỹсекен курăксем акса хăвараççĕ. Çавна май тăпрари гумус шайĕ те ỹсет.
Хуçалăх пахча çимĕç те туса илет. Пĕлтĕр çĕр улми гектар пуçне 143 центнер тухнă. «Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра çу кунĕсем типĕ килеççĕ. Çакă тухăçа та витĕм кỹрет. Малашне лаптăксене шăварассине йĕркелемеллех. Эпир хальлĕхе севок сухан уйне кăна шыв сапатпăр.Кăçал çĕр улмине 150 гектар çинче лартасшăн. Севок сухан, куккурус, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене пысăклатасшăн», - пĕлтерчĕ Петр Николаевич.
«Иккĕмĕш çăкăр» вĕтĕрех пулнăран хак пысăк маар, йывăррăн сутăнать. Малтанах пĕр килограмĕ 8-10 тенкĕпе кайнă. Халĕ татах йỹнелнĕ, 6-7 тенке çитнĕ. «Хуçалăхра«Удача», «Невский», «Беллароза», «Гала» «Ред скарлетт» сортсене çитĕнтеретпĕр. Вĕсен тухăçĕ çулсерен тĕрлĕрен. Акă «Невский» шултра пулать, анчах шăрăх çанталăкра хуппи хытса çитеймест, аманать. Ют çĕршывран кỹрсе килнисем упранмаççĕ, çĕреççĕ. Тавар лайăх сутăнтăр тесен шултра, таса, яка çĕр улми туса илмелле», - терĕ Петр Никифоров.
«Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерме хуçалăхра техника çителĕклех, виçĕ комбайн, сортлакан агрегат, сажалка тата ытĕте. Управсем те пысăк. «Çак отрасле аталантарма 100 млн тенке яхăн тăкакланнă. Халĕ тухăçа ỹстерессипе ĕçлемелле. Пулăхлă çĕр, элита сортсем, хăватлă техника… - мĕн кирли йăлтах пур темелле. Шел те, шыв çукки ура хурать. Çывăхра пĕве тума проект хатĕрлеççĕ ĕнтĕ. Вăл унччен пулнă-ха, çурхи шыв татса кайнă хыççăн типпе юлтăмăр. Çĕр улми яланах тупăшлă пулнă. Халĕ вара лару-тăру йывăртарах. Вĕтĕскере суйласа сутатпăр. Выльăха çитеретпĕр, сая ямастпăр», - терĕ ертỹçĕ.
Раççейре тырă сахалрах тухни, ăна ют çĕршыва ăсатасси ỹсни аграрисемшĕн алă çемми пулнă тейĕн. «Ял хуçалăхĕнчи хаксене пĕлме йывăр. Çĕршыври, тĕнчери тырă рынокĕнчи лару-тăру ăна витĕм кỹрет. Пĕлтĕр Европăра та тырă тухăçĕ пĕчĕкрех пулнă. Экспорт калăпăшĕ пысăкланса пынине шута илсен кăçал та çĕршывра тырă ытлашши йỹнелмелле мар»,- палăртрĕ хăйĕн шухăшне.
Патăрьел тăрăхĕ севок сухан çитĕнтернипе те паллă.
Анчах пĕлтĕр унăн лаптăкĕ палăрмаллах чакнă.Чĕр тавар сутăнманран нумайăшĕ ăна лартман.Çавна май кăçал унăн хакĕ ỹснĕ.«Красное Знамя» хуçалăхра та вăл 14 гектар йышăннă.Ăна шăварнăран тухăç та аван.
Ăруран ăрăва
«Красное Знамя» ЯХПКра ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ май ăна аталантарма та укçа-тенкĕ самай тăкаклаççĕ.Хальлĕхе 730 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 342 пуç. Ферма территорийĕ çĕнĕ витесемпе пуянланнă.
«Малтанхи çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр 206 тонна сĕт ытларах сунă. Анчах чĕр тавар йỹнелнĕрен 6 млн тенкĕ илсе çитереймерĕмĕр. Халĕ 1 л 22-23 тенкĕпе сутăнать, - пĕлтерчĕ Петр Николаевич. - Тухăçа хăпартма ĕнесен йышне, сăвăма ỹстермелле. Эпир те ĕнесене 400 пуçа çитересшĕн. Ăна валли витесем çителĕклех, çĕнĕрен туни те, юсаса çĕнетни те пур. Çулталăкра 7 пин кг кая мар сĕт сăвасшăн (иртнĕ çул - 6456 кг). Ун чухне отрасль ытларах тупăш кỹрĕ».
Ертỹçĕ Ирина Кузнецова, Елена Воробьева, Надежда Ларионова, Галина Чиркина, Алексей Мишин, Анатолий Исаков, Сергей Краснов, Олег Нрти тата ыттисем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ.
«Эсир ỹсен-тăранпа та, выльăх-чĕрлĕхпе те аталанатăр. Икĕ мулкача харăс хăвалама йывăр мар-и.» - ыйтрăм унран. «Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхсĕр кансĕр. Сĕт, аш-какай сутса куллен тупăш илме пулать, тислĕкĕ çĕр пулăхне пуянлатма кирлĕĕ ỹсен-тăранпа лайăх ĕçлесе пырсан вăл та тупăшлă. Икĕ отрасль пĕр-пĕринпе çыхăннă, пĕри чăхăмласан тепри те йывăррăн сывлать», - хуравларĕ вăл.
«Çураки кунран-кун çывхарать. Хĕрỹ тапхăра хатĕр-и?» -ыйтрăм унран. «Паллах, вăрлăх
çителĕклĕ, йăлтах кондициллĕ.ГСМ кĕркуннех туяннă, ăна татах илесшĕн-ха. Кĕрхисем 200 гектар йышăннă. Çанталăк типĕ тăнăран япăх шăтрĕç. Çуркунне шăтса тухĕç-ши. Тен, тепĕр хут та акма тивĕ. Кăçал пурĕ 1500 гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Техника та, механизаторсем те çителĕклех. Машина-трактора та çулсерен çĕнетсех пыратпăр», - хуравларĕ вăл.
Валерий Красников агрономпа машина-трактор паркне çитрĕмĕр. Сăмах май, вăл хуçалăхра вăтăр çула яхăн ĕçлет. Унччен уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă.
«Техникăн 85-90: уй-хире тухма хатĕр. Ака-суха пуçланиччен ыттине те юсаса пĕтеретпĕрех, - пĕлтерчĕ трактор бригадин бригадирĕ Алексей Мишин. - Сỹресем йăлтах юсавлă. Çывăх кунсенче çĕнĕ культиватор, каток, ытти техника илсе килмелле. Хире вунă трактор кăлармалла. Эпир кĕркуннех юсав ĕçне тытăннă. Паркра ытларах çĕнĕ техника, кивви сахал. Çакă çамрăксене те илĕртет. Кунта ашшĕн ĕçне малалла тăсакансем сахал мар.Манăн атте те кунта вăй хунă.Халĕ ывăлăм та умри çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасшăн». Паркра Николай Никифоров снабженецпа та паллашма тỹр килчĕ. Вăл унччен район центрĕнче суту-илỹре вăй хунă.Унтан ял хуçалăхне куçнă.«Хамăр туса илнĕ продукцие тупăшлă вырнаçтарасси, хуçалăха ытти енĕпе пулăшса пырасси кăсăклăрах. Эпĕ ачаранах атте хуçалăхра ĕçленине, ертсе пынине пăхса ỹснĕ, инженер-механика вĕренсе тухнă», - пĕлтерчĕ вăл. Ку тăрăхри Красновсен Сергейпе Николай ывăлĕсем те ашшĕн çулне суйласа илнĕ, механизаторта вăй хураççĕ. Пархатарлă çĕр ĕçне ăруран ăрăва тăсакансем пурри шанăç парать.
Лариса НИКИТИНА
Источник: "Хресчен сасси"