07 декабря 2018 г.
Чăваш Ен Правительстви йышлă ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн ĕç нумай пурнăçлать. Хальхинче савăнăç - Сăкăтри Николай Назаров çемйишĕн.
Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Р.Ямалетдинов тата Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Черновсаламларĕç, пурăнмалли уйрăм çуртăн /129 тăваткал метр/ çăра уççине тыттарчĕç.
Республикăн 5 тата унран ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермеллисаккунĕпе килĕшуллĕн районта 2009 çултанпа нумай ачаллă 23 çемье валли 46 миллионтенкĕлĕх çурт тунă. Кăçал федераци программипе 3 çемьене савăнăç кунĕ, 7 миллион тенкĕытла укçа тăкакланă. Çак телей Сăкăт ял тăрăхĕнче 3 çемьене пурнĕ.
Источник: "Хыпар"