23 ноября 2018 г.
Сăкăтри вăтам шкул базинче районти шкулсенчи музыка учителĕсен методика фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут пулчĕ. Унта 16 педагог хутшăнчĕ.
Малтанах вырăнти шкулти Л. Басырова «Сергей Рахманиновăн творчество çулĕ» тата «Герман Лебедев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăсемпе презентаци турĕ.
Фестивале хутшăнакансем икшер вокал номерĕсемпе хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç. «Çамрăк талантсем» номинацинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Селиванова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Тихонова, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ шкулти М. Якушева музыка вĕрентекенĕсем палăрчĕç.
Первомайскинчи вăтам шкулти В. Верликовпа Турханти вĕренỹ учрежденийĕнчи А. Гаврилов музыкантсем призерсем пулчĕç.
«Ылтăн хит» номинацире Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Толстов çĕнтерчĕ.
«Чи лайăх вокал дуэтĕнче» Тутар Сăкăтĕнчи пĕлỹ çуртĕнчи Л. Хасяновăпа Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абитова палăрчĕç. Сăкăтри вăтам шкулти Л. Басырова «Чи лайăх вокал классики», Аслă Чементи вăтам шкулти В. Фролов «Чи лайăх икĕ саслă дуэт», Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Г. Чурбанов тата Кивĕ Ахпỹртри шкулти С. Сурков «Талантсем чикĕсĕр» номинацисене тивĕçрĕç.
«Чи лайăх халăх юрри» номинацире вара Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Г. Рубцова, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Алексеев, Туçари вăтам шкулти музыка учителĕ В. Белков ăста пулчĕç.
«Халăх юрри» номинацире Хирти Пикшикри вăтам шкулти Д. Салахова çĕнтерчĕ.
Шкултанах ачасене музыкăна юратса ỹстерни аван. Юрра пула та авалхи йăла-йĕркене ăруран-ăрăва куçарса пыма пулать. Пулас артистсем те малтанхи хăнăхусене пĕлỹ çуртĕнчех илеççĕ/
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)