Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пулмасть

23 октября 2018 г.

Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕн-чи выльăх-чĕрлĕх отраслĕн виççĕмĕш кварталĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пычĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăх ертỹçисем, тĕп зоотехниксемпе ферма заведующийĕсем малтан хуçалăхăн фермипе паллашрĕç, пăрусем тăнă кивĕ хуралтăна реконструкциленĕ çĕре çитсе курчĕç.

- Ку витере мачча та лутраччĕ, стенасем те йĕпенетчĕç. Çавăн пекех ĕçлеме те условисем тивĕçлĕ шайра марччĕ. Çаксене шута илсе кăçал ăна çĕнетме шут тытрăмăр. Стенасене çỹлелле хăпартрăмăр, çывăх вăхăтрах тăррине витетпĕр. Чỹречесем пластикран пулаççĕ. Ноябрь уйăхĕнче ăна хута яма палăртатпăр, - терĕ хуçалăхпа паллаштарнă май "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров.

Канашлу малалла Сăкăтри культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов кĕскен ял пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсемпе тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Унтан мероприятие пухăннисем 9 уйăх кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç.

Районĕпе 19823 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, вăл шутран сăваканни - 8364. Кăтарту пĕлтĕрхинчен икĕ процент ытларах ỹснĕ. Сысна 17243 пуç, йыш кăштах (пĕр процент) чакнă, лашасем вара çавăн пекех - 1900.

Çулталăк пуçланнăранпа 7 пин тонна (111,1 процент) ытла аш-какай туса илнĕ, 38 пин тонна (103 процент) сĕт сунă. Кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен лайăхраххи савăнтарать. Анчах çав вăхăтрах канăçсăрлантаракан ыйтусем те пур. Канашлура вĕсене те хускатрĕç. Хăш-пĕр фермер хуçалăхĕсенче выльăхсене какая ăсатассипе лайăх ĕçленĕ теме пулать. Çаплах-ши? Йыша ỹстермесĕр ку утăма тума çук, кăна пурте аван пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче грант çĕнсе илнисемех тĕрĕслев вăхăчĕ иртнĕ май ĕнесене какая ăсатма пуçланă. Апла пулсан вĕсем мĕншĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă? Чăнах та, А. Лялькин фермерăн кăтартăвĕсем лайăх. Кунта чăннипех те ĕçлес тесех ĕçлеççĕ.

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнче, "Малалла", Труд", "Мир" хуçалăхсенче вара аш-какай туса илесси чакнă. Мĕнле сăлтавпа? Канашлăва хутшăнакансене çакă та интереслентерчĕ. "Труд" хуçалăхăн ертỹçине А. Закирова сăмах пачĕç. Вăл кăçалтан выльăх самăртассипе те ĕçлеме пуçланă май пăрусене сутманнине пĕлтерчĕ. Ыттисен те çаплах пулсан аван та...

Хуçалăх кассине кĕртекен тĕп çăл куçсенчен пĕри вăл -сĕт. Пысăк пахалăхли паян 20 тенкĕ патнелле. Ял хуçалăх предприятийĕсем 9 уйăхра 7268 тонна (пĕлтĕрхинчен 7,5 процент ытларах), фермер хуçалăхĕсем 2351,8 тонна (117,2 процент) сĕт сунă. "Труд", "Исток", "Красное знамя", "Батыревский" хуçалăхсенче, Р. Алеев, Н. Ели- сеева, Ю. Прохоров, И. Васильев, Р. Сан- зяпов фермер хуçалăхĕсенче тата ыттисенче те кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Хăш-пĕр хуçалăхсенче пĕр ĕнерен 9 уйăхра вăтамран 5 пин килограмм ытла сĕт сунă, вĕсенче çулталăк вĕçне сăвăм 6 пине çитесси куçкĕретех. Анчах çакă та чикĕ тесе калаймастăн, республикăра 8 пин килограмран та иртнисем пур. Вĕсене çитес тесен апат пахалăхлă пулмалла, çакна "Исток" агрофирмăн зоотехникĕ В. Фролова та тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

- Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухнех преподавательсем продукци илессин 95 проценчĕ апатран килет тесе калатчĕç. Хуçалăхра çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Пахалăхлă çимеллисем хатĕрленисĕр пуçне рациона та пуян тума тăрăшатпăр. Унсăр пуçне селекцине те пăхатпăр, сĕт сахал параканнисене тытмастпăр,- терĕ Валентина Васильевна. Унăн сăмахне малалла "Красное знамя" хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ю. Чернов тăсрĕ. Юрий Федорович апат янтăланă чухне технологие çирĕп пăхăнмаллине, çавăн пекех техника та лайăххи кирлине палăртрĕ. Унтан вăл ĕнесемпе пушмак пăрусене йăхтарасси патне те тимлĕх ытларах уйăрмаллине пĕлтерчĕ.

Сăмах май, хуçалăх ăратлăхпа ĕçленĕрен 15-мĕш çул ют çĕршывра кăларнă вăрлăхсемпе тата эмелсемпе çеç усă курать.

Районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем 1194 пăру - пĕлтĕрхинчен 49 ытларах - илнĕ.

100 ĕне пуçне вăтамран 57 çамрăк выльăх тухать.

Сысна çури иртнĕ çулхинчен 834 пуç ытларах - 20322 - илнĕ. Пĕр тĕп ама вăтамран 11,9 çура çăвăрланă.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1748 ĕнепе пушмак пăрăва (113,4 процент) йăхтарнă, унтан 87 процентне искусствăлла майпа. Пушмак пăрусене йăхтарассипе "Звезда", "Первомайск", "Труд", "Красное знамя", "Батыревский", "Исток" хуçалăхсенче уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ.

Канашлура фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине те пĕтĕмлетрĕç. Ятарлă комисси кашни хуçалăха çитнĕ май лайăх тата çителĕксĕр ĕçленисене те палăртса хăварчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика