19 октября 2018 г.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче ертỹçĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупса ырă ĕçсем туни савăнтарать. Сăкăтра та çакна тĕпе хума тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул масар çинчи хăрнă туратсемпе ỹссе кайнă тĕмсене веçех касрĕç, йĕри-тавра çĕнĕ карта тытрĕç, хапхисене улăштарчĕç, çурт тăррине тата тулашне хăтлăлатрĕç.
Кăçал вара сăкăтсем чиркĕ-ве капăрлатассишĕн тăрăшса ĕçлерĕç. 1996 çулта тунăскере кивĕ сăн çапма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Чи малтанах хастарсем кунти хăрнă йывăçсене касса тирпейлерĕç, брусчаткăран тротуар сарчĕç, картине тата икĕ çурт- не сăрласа çĕнетрĕç, хапхине те эрешлĕ тимĕртен хитрелетсе улăштарчĕç. Иртнĕ тунтикун вара хапха тăррине 3 хĕреспе купол хăпартрĕç.
Çак ĕçсем ял тăрăх пуçлăхĕ Леонид Чернов тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Чернов пуçарса ертсе пынипе пурнăçланаççĕ.
- Çынсем яланах пулăшма хатĕрри, итлени хавхалантарать. Укçа-тенкĕ енчен те ялта пурăнакан çынсем кăна мар, аякри ентешсем те çак пархатарлă та сăваплă ĕçрен айккинче тăманни савăнтарать. Ĕçлеме килейменнисем укçа парса пулăшрĕç. Пурне те чунтан тав тăватпăр, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шансах тăратпăр, - терĕç Леонид Валерьевичпа Юрий Федорович Черновсем халăха тав тунă май.
Савăнăçлă мероприятие Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей, Сăкăтри Христос çуралнă турăш ячĕллĕ чиркỹн настоятелĕ Игорь Алевский иерей, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй турăш ячĕллĕ чиркỹн настоятелĕ Александр Синяков иерей, депутатсемпе ял старостисем, чиркỹре ĕçлекенсемпе кунта çỹрекенсем, ял халăхĕ хутшăнчĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)