Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăллă телекурав - кашни киле

09 октября 2018 г.

Хальхи вăхăтра "Раççей Федерацийĕнче цифрăллă телевиденине 2009 - 2018 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программăна республикăра мĕнле пурнăçласа пыни тĕп темăсенчен пĕри шутланса тăрать. Вăл тулли хăватпа ĕçлесе кайтăр тесен Чăваш Енре мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха тата цифрăллă телехыпарпа усă курас тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусем çине октябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин специалисчĕсем йĕркеленĕ Информаци кунĕнче Сăкăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем тулли хуравсем илчĕç. Мероприяти Сăкăтри культура çуртĕнче иртрĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пычĕ.

Кăçал цифрăллă телевещани çине куçас тапхăр вĕçленет. "Раççей Федерацийĕнче цифрăллă телевиденине 2009 - 2018 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программăне пурнăçласа республикăра чылай ĕç тунă. Абонент тỹлевĕсĕр паян чылай çын усă куракан каналсене курма пулать. Пĕрремĕш мультиплекс каналĕсем - 10 программа - пахалăхĕпе те питĕ лайăх, унта çавăн пекех виçĕ радиоканал та кĕрет.

Иккĕмĕш мультилекспа хальхи вăхăтра пысăк хуласемпе вĕсен çывăхĕнче вырнаçнă ялсем усă кураççĕ.

Цифрăллă телевиденине йышăнма хатĕр маррисен çитес çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен федераци каналĕсенче хура экран çеç пулать.

Тĕл пулура çавăн пекех Пĕрлехи патшалăх порталĕпе ĕçлесси пирки ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин тĕп специалисчĕ Л. Захарова сăмах илчĕ. Вăл килтен тухмасăрах портал урлă документсем хатĕрлеме, çапла майпа хăвăн тата çынсен вăхăтне, укçана перекетлеме май пуррине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика