Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕвне çарпа çыхăнтарать

09 октября 2018 г.

- Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн студенчĕ чухне А. Баринов пĕтĕмĕшле предметсемпе лайăх паллăсемпе вĕренетчĕ. Унран ыттисене тĕслĕх илмелли пурахчĕ,- теççĕ кунта ĕçлекен преподавательсем.- Тĕрĕс суйласа илнĕ вăл пурнăç çулне. Техникăпа кăмăлтан кăсăкланать.

Автомеханика вĕренчĕ Саша. Теорине алла илнĕ май професси ăсталăхне туптама та тăрăшрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене практикăна кайсан ăста специалистсенчен кирлине сахал мар хăнăхрĕ.

Умма лартнă тĕллевне пурнăçлама тăрăшрĕ каччă. Хăйне интереслентерекен кирлĕ литература сахал мар вулать. Халĕ çар тивĕçне пурнăçлать.

Сашăна техникумра ирттерекен кирек хăш мероприятинче те курма пулатчĕ. Спортпа туслă вăл. Ытларах çăмăл атлетикăпа футбола кăмăллать. Çак енĕсем пуртанах Александр Юрьевич çамрăк армеецсен командирĕ пулса республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнчĕ. Республикăри професси паракан вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче футболла выляса призерсен йышне кĕнинче те Сашăн тỹпи пурах.

Юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр каччă. Пур енлĕ кăтартуллă пулнăранах ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Çакăншăн ашшĕпе амăшĕ те хĕпĕртетех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика