Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем артист мар, артистран та кая мар

25 сентября 2018 г.

СĂКĂТРИ культура çуртĕнче районти художество пултарулăх ушкăнĕсен творчество сезонĕ уçăлнă ятпа концерт иртнĕ. Курма килнисем Н. Толстов ертсе пыракан Сăкăт халăх хорне, "Илем" (ертỹçи В. Верликов), "Умарина" (Н. Стефейкин) халăх фольклор коллективĕсене, "Самана" ушкăна, "Мерчен" (В. Кабаев), "Ăраскал" ансамбльсене, Патăрьелĕнчи халăх театрне (Л. Леонтьева) тата ытти ушкăна çỹрекенсен юрри-ташшине пăхса савăннă. Кашни номере тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарнă.

Мероприятие хутшăнакансене "Централизациленĕ клуб системи" учрежденин директорĕ А. Петрова ăшшăн тав тунă тата ăнăçу суннă май дипломсем парса хавхалантарнă.

Сцена ăстисен творчество каçалăкĕ уçăлчĕ. Çывăх вăхăтра районти ялсенче пурăнакансем патне çитсе хăйсен пултарулăхĕсемпе паллаштарма пуçлаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика