Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти тырă пỹлмене кĕмесĕр мул пулмасть

07 августа 2018 г.

Хирти тырă пỹлмене кĕмесĕр мул пулмасть

Тырă каçалăкĕсем ĕлкĕрсе пынă май хирсенче комбайнсен сасси вăйлансах пырать. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне районти 22 хуçалăхра вырма ĕçĕсем пуçланнă. Мĕн пурĕ кĕрхи культурăсене 3 пин гектара яхăн вырнă, 8030 тонна çапса илнĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç гектартан 30 центнера яхăн тухать. Пилĕк хуçалăхра çурхи культурăсене çапма тухнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-_ ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕ мĕнле пынипе паллашас тĕллев-пе "Батыревский" пĕрлешỹре (ỹкерчĕкре), Алманчăри Н. Федоров тата А. Петров фермер хуçалăхĕсенче, "Звезда", "Дуслык", "Хастар" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пулчĕ, ĕçе мĕнле хастарлăхпа пикеннипе, механизаторсен ĕç условийĕсемпе, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе паллашрĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Вырма ĕçне тĕплĕн тата кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илнĕ хуçалăхсен тĕш тыр- ра çухатусăр пуçтарса кĕртме мĕн пур услови çителĕклĕ: комбайнĕсем кал-кал ĕçлеççĕ, кадрсем хăйсен вырăнĕнче, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те ытлă-çитлĕ. Çакă, паллах, кăмăллă. Çакнашкал хуçалăхсенче ертỹçĕсем вырмана икĕ эрнере вĕçлеме шантарчĕç.

Тепĕр пархатарлă пулăм пирки те асăнса хăвармалла. Комбайн "штурвалĕ" умĕнче ашшĕпе ывăлĕ е тата пĕр тăвансем хавхаланса ĕçлени ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Акă, "Батыревский" пĕрлешỹре Арлановсем, Викторовсем, Н. Федоров фермер хуçалăхĕнче Захаровсем комбайн рульне черетпе улăштараççĕ. Е тата Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕче пĕр тăван Юрий, Сергей, Олег (ỹкерчĕкре) килĕштерсе ĕçленине те ырламалла çеç. "Атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен çĕрпе ĕçлеме вĕрентнĕ. Вĕсен пехилне нихăçан та манас марччĕ",-тет Олег Александрович хăйсен ĕçĕпе кăмăлтан паллаштарнă май.

Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕнче хăйĕн ывăлĕпе тăрăшакан Петр Пантелеймонович Карлинов кăçалхипе 38-мĕш хут вырмана хутшăнать-мĕн. Çурхи урпа ани пысăк тухăç пани вĕсемшĕн те кăмăллă. Вăл вăтамран гектартан 45 центнера яхăн тухать.

- Вырма нихăш çул та çĕр ĕçченĕшĕн çăмăл иртмест. Çапах та механизаторсен тăрăшулăхĕпе, вĕсен пултарулăхĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе уй-хирти культурăсене тирпейлĕн пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал та çаплах пулĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тата çухатусăр пуçтарса илесси. Тавах сире пурне те ырми-канми ĕçшĕн, - терĕ Леонид Валерьевич вырмана хутшăнакансене ырă сунса.

Альбина ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика