Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемне туйсан

31 июля 2018 г.

Патăрьелĕнче пурăннă Спиридонова ыйтнипе манăн çакнашкал сăвă йĕркисем çуралнăччĕ:

"Пирĕн ачасем яла юратрĕç,

Çуртлă-йĕрлĕ пулчĕç кашниех.

Кинпе кĕрỹ хамăра хывайрĕç,

Йăх-ăру тăсăлать чиперех".

Сăкăтра пурăнакан Лаврентьевсен кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн çак йĕркесем çĕнĕрен пуçа килчĕç. Мария Аврамовнăпа Александр Петрович  çитĕнтернĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем шăпах ялта тымар янă. Вĕсенчен 4-шĕ - Юрий, Сергей, Аля, Олеся - Сăкăтра пурăнаççĕ. Олег вара Патăрьелне çурт лартнă. Пурте çемьеллĕ. Ашшĕпе амăшĕн ăрăва малалла тăсакан куç тулли мăнукĕсем çитĕнеççĕ.

- 50 çул каялла пĕрлешнĕ эпир,- тет Мария Аврамовна, - июлĕн 8-мĕшĕнче. Халĕ çак куна Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе уявлаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса, хисеплесе пурăнатпăр.

- Атте-аннен ырă тĕслĕхĕ пирĕншĕн çут çăлтăр евĕрех. Пурне те аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç вĕсем. Улмисем йывăççинчен аякка ан ỹкчĕр тесе тăрăшатпăр, - тет Олеся хĕрĕ.

Ачисем вара чăннипех те ĕçчен. Тĕп ĕçĕсем пур пулин те ушкăнпа çĕр илнĕ. 200 гектар ытла вĕсен. Унта тĕш-тырă çитĕнтереççĕ. Техники хăйсенех пур. "Механизаторĕсене" аякра шырама кирлех те мар. Кашни ывăлĕ ашшĕпе юнашар ачаранах комбайн штурвалĕ умне ларса тырă вырнă, пухса çапнă. Харăсах çемьерен икшер уй-хир "карапне" çỹретни те пулнă.

- Ирхи сывлăм типсенех тухаттăмăр комбайнсемпе тырă паккусĕсене пухса çапма. Анлă уй-хирте мăнаçлă техника çỹрени савăнтаратчĕ. Сĕтел çине çăкăр мĕнле тарпа çитнине аван чухлаттăмăр. Каç сĕмĕ çапни те чăрмантармастчĕ. Тулли пучахсене вăхăтра пуçтарса кĕртмелле-çке. Пăрçана, акă, нумай вырттараймастăн. Хутаçĕ часах çурăлать. Ĕç кăткăслăхне атте вĕрентсе пыратчĕ,- аса илет вăхăтĕнче Александр Петрович пулăшуçинче ĕçленĕ, кайран унпа ăмăртса тырпул пуçтарнă Юрий ывăлĕ.

Калаçăва тимлĕн итлесе ларакан çемье хуçин вара савăнăç куççулĕ тухать. Çĕр çинче ахаль пурăнманни çирĕпленет çакăнта. 44 çул та 4 уйăх та 4 кун ĕç стажĕ пуçтарнă хисеплĕ çыннăмăр. Унран мĕн чухлĕ çамрăк професси вăрттăнлăхне илмен-ши тата.

Пĕтĕм ĕçлĕ пурнăçне "Красное знамя" хуçалăхпа çыхăнтарнă Александр Петрович. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" (ялта пĕрре) чыслă ята тивĕçнĕ.

- Çамрăксен наставникĕ пулма шаннăччĕ мана. Пĕр вăхăтра каччăсемпе хĕрсене ялтан ярас мар тĕллев малта тăратчĕ мар-и? Шкулти класс сехечĕсенче сахал мар калаçнă. Усси пулнах. Машинăпа трактор паркĕнче техника мĕн чухлĕччĕ: кашнийĕн çумне икшер çынна çирĕплетнĕччĕ. Чылай маларахри çулсенче çулла уй-хирте ĕçленĕ пулсан, хĕлле вăрмана çул хываттăмăр,_ калаçăва малалла тăсать А. Лаврентьев.

Çурт лартма вăрман кăларнине, пỹрт хутма вутă турттарнине куç умне кăларчĕ ĕç ветеранĕ.

- Пиллĕкре ашшĕнчен тăлăха юлнă мăшăрăм. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ура çине тăма пỹрнĕ ăна. Çемьере асли пулнăран уйрăлса тухса çурт тунă. Йывăçне те сахал мар лартнă. Кĕреш пек ывăлсем çитĕнтертĕмĕр. Пурăнмалла та пурăнмалла паянхи кунпа киленсе, - тет Мария Аврамовна.

Ĕçшĕн хисепе тивĕçнине çирĕплетекен хутсем купалансах тăраççĕ сĕтел çинче. 1973 çулта А. Лаврентьева "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль панă. 1974, 1975, 1979, 1980 çулсенче механизатор социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă. ХI пи- лĕкçуллăх ударникĕ те вăл. Александр Петрович сăнне 1983 çулта Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. "Районти чи лайăх комбайнер" ята çĕнсе илнĕ тата ытти те. Тỹлевсĕр турпутевкăсемпе Болгари, Румыни, ытти çĕршывсене курма кайнă.

Мăшăрĕ те хăйĕн пекех правур та ĕçчен. 5 ача çуратнă пулин те Мария Аврамовна 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухса килте ларман. Тата 6 çул ĕçленĕ. Ĕç кĕнекине малтан колхозра дояркăра вăй хунă йĕркесем çырăннă пулсан, 28 çулĕ вара - райпо системинче. Сутуçă пулнă вăл. Паян лавк- касен сентрисем таварпа тулнă. Тĕрлĕ вăхăт пулчĕ мар-и? Çăкăра талонпа сутни те манăçмасть. Е шăрччануй тутăр килсен кашнийĕ туянас тесе стайкка урлă каçма та хатĕрччĕ. Пĕрин кăмăлне тупса тепринне хăвараймастăн.

Картиш тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çăвăрлакан сысна амисемпе пăрулакан пушмакĕсем таранах.

Ял хушшинчи хисепе çĕнсе илнĕ Лаврентьевсем. Сăпайлă, ĕçчен, кăтартуллă пулни ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мăшăра районти Мăшăрлану керменĕнче "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысларĕç. Тивĕç çакна Мария Аврамовнăпа Александр Петрович.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика