22 июня 2018 г.
"Иртнине, ачалăха аса илсен куç шывланать",- тет Сăкăтра пурăнакан ĕç ветеранĕ Федор Чернов. Епле куççуль тухмĕ?! Ачалăхĕ Сталин репрессийĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иртнĕ унăн. Çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи халăх хуçалăхне ура çине тăратассипе çыхăннă. Мĕн чухлĕ асап, терт тỹсмен-ши? Тем те курнă, тем те тỹснĕ -шăпана пĕрех ỹпкелемест вăл. Сăнĕпе те, пĕвĕпе те сакăр теçеткене хыçа хăварнă тесе калаймăн ăна. Яшлăхĕпе вашаватлăхне çухатман-ха.
1938 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнчи Черновсен çемйинче çуралса ỹснĕ вăл. Николай Емельяновичпа Мария Яковлевна ачисене чăн-чăн çын тăвас тесе чунтан тăрăшнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Кил-çуртне, хуралтисене те хăйсен вăйĕпе тĕреклетнĕ. Çавăнпах "пуянсен" ретне лекнĕ: Черновсене "кулак" тесе айăпланă. Вĕсен пысăк çуртне куçарса кайнă, выльăхĕсене те туртса илнĕ. Ашшĕне тĕрмене лартнă хыççăн çемье кĕлетрен тунă пỹртре пурăннă. Çавăнпах пуль ĕнтĕ 10 ачаран виçĕ ывăл та пĕр хĕрĕ çеç сывă юлнă. Санькка, Матĕрне, Ванькка тата Федя пĕрле çитĕннĕ.
Федя çемьере çиччĕмĕшĕ пулнăскер çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн, пурнăç йывăртан малалла вĕренĕве тăсма май килмен, колхозра возчик, плугарь, комбайнер пулса вăй хунă. Аллине права илсен шоферта ĕçлеме пуçлать. 47 çул унăн ĕç стажĕ, вĕсенчен 38 çул руль умĕнче иртнĕ.
1963 çулта ăна колхозăн ГАЗ-51 кивĕ машинине шанса параççĕ. Гараж пулман пирки юр хỹсе кайнă, кабина алăкĕсем те йĕркеллĕ хупăнман "тимĕр ута" ирхине çамрăк каччă тапратиччен халтан кайнă пулсан та руль умне ларсан хĕпĕртенĕ, мăнаçланнă. Вăл вăхăтра Первомайскинчи крахмал заводне çĕр улми, Канашран çĕр кăмрăкĕ, колхоз валли вăрман турттарнă, кунне 3-шер хутлатнă.
Çак çулхинех хастар каччă ял хĕрĕпе Лидия Федоровапа ("Чĕкеç" теççĕ ăна ялта) пĕрлешсе çемье çавăрать. Чĕкеç аппа та 9 ачаллă çемьере ỹснĕскер хăйĕн пурнăçне тăван колхозпах çыхăнтарнă. Уй-хир бригадинче, фермăра, каярахпа колхоз столовăйĕнче вăй хунă. Çав хушăрах çамрăк мăшăр тĕп килте тĕпленсе çурт-йĕр çавăрнă, 3 ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем пурте пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Ывăлĕсем ашшĕ çулĕпе кайнă, ялтах тĕпленнĕ. Асли - Юрий- "Красное знамя" хуçалăхра тĕп зоотехник пулса ĕçлет, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Ун хыççăнхи Славик те кунтах водитель пулса тăрăшать. Вăл та иртнĕ çул çак чыса тивĕçрĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ - кĕçĕнни Коля та "Красное знамя" хуçалăхăн хисеплĕ шоферĕ. Лена хĕрĕ Шупашкарта пурăнать, "Волжанка" санаторинче администратор пулса ĕçлет.
Кĕçех 55 çул çитет Федор Николаевичпа Лидия Васильевна пĕр çемье çавăрни. Туслă çемьере яланах пĕр-пĕрне хисеплесси, сума сăвасси малти вырăнта пулни куç умĕнче. Виçĕ кинĕ хуняшшĕпе хунямăшне "атте", "анне" тесе кăна тăраççĕ. Уявсенче 4 ачи мăшăрĕсемпе, 5 мăнукĕ мăшăрĕсемпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕ пĕрле пухăнсан пỹрт кĕрлесе кăна тăрать. Çакă мар-и пурнăçăн илемĕ, ăшши...?
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)