Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ăмăртрĕç

19 июня 2018 г.

Районти "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче зоотехник-селекционерсен тата техник-осеменаторсен республика шайĕнчи конкурсĕсем иртрĕç. Ку хуçалăха ахальтен суйласа илмен: вăл районта кăна мар, республикăра та лайăх аталанса пыраканнисенчен пĕри. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклех уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 730 ĕне-выльăх, унтан сăваканни - 320. Пĕри вăтамран 19 килограмм сĕт антарать.

Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕ-тесĕнчен килнĕ хăнасене Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патшалăх ветеринари службин Чăваш Енри ертỹçи С. Скворцов, республикăри ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен пай начальникĕ С. Мясникова, акционерсен "Чувашское" уçă пĕрлешĕвĕн директорĕ М. Гурьев, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем тата ыттисем те саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç.

Кашни профессин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур, пĕлмелли те чылай. Юратса пурнăçланă ĕç вара çитĕнỹсем тума, хисеп çĕнсе илме май парать. Республика шайĕнчи конкурса хутшăннă ĕнесене искусствăллă майпа йăхтаракан 20 осеменаторпа 17 зоотехник-селекционер хăйсен тарăн пĕлĕвне кăтартса пачĕç. Сăмах май, пирĕн район чысне тăваттăн - "Исток" агрофирмăри Ринат Ахмеров, "Батыревский" пĕрлешỹри Дмитрий Аврелькин, "Красное знамя" хуçалăхри Надежда Мироновăпа Людмила Нрти - хỹтĕлерĕç.

Малтанах ăмăртăва хутшăнакансем ыйтусем çине çырса хуравларĕç. Çакна пурнăçлама 30 минут панăччĕ, анчах вĕсем палăртнă вăхăтран чылай малтан пушанчĕç. Ăмăртуçăсем хăйсене шаннă тивĕçе лайăх пĕлнине хуравсене тĕрĕсленĕ тỹресем те çирĕплетрĕç.

Теори пайĕ вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле "Красное знамя" хуçалăх 3-4 çул каялла тунă 200 ĕне вырнаçакан витепе паллашрĕç. Зоотехник-селекционерсен практика ĕçĕ Сăкăтри вăтам шкултах малалла тăсăлчĕ пулсан, техник-осеменаторсем фермăрах юлчĕç. Ятарласа 12 ĕне хатĕрлесе хунă, вĕсем хушшинче чирлисем те пур. Выльăх йăхтаракансен çавна май хăйсен тĕп ĕçне пурнăçланисĕр пуçне выльăхăн амалăхне те тĕпчеме тиврĕ.

Осеменаторсен ĕçĕ кăткăс, кунта суйласа илнĕ профессие чунтан юратмасан вăй хураймастăн. Конкурса хутшăнакансем фермăри лабораторинче вăрлăха тĕрĕс мĕнле хатĕрлемеллине тата выльăха искусствăллă майпа йăхтармаллине кăтартса пачĕç. Хăйсем мĕн-мĕн тунине сăмахпа каласа пычĕç. Ăмăрту питĕ çивĕч пулчĕ. Опыт пухнисем те, çамрăккисем те мала тухассишĕн чунтанах тăрăшрĕç. Балсене пухса шутланă хыççăн техник-осеменаторсенчен пĕрремĕш вырăна Шупашкар районĕнчен килнĕ Е. Николаева, иккĕмĕшне пирĕн районти "Исок" агрофирмăра тăрăшакан Р. Ахмеров, виççĕмĕшне Етĕрне тăрăхĕнчи Н. Садовникова йышăнчĕç.

Зоотехник-селекционерсенчен "Чи лайăх зоотехник-селекционер" ята М. Именова (Етĕрне) илчĕ. "Красное знамя" хуçалăхра тăрăшакан Л. Нрти "Ветеринари службин ветеранĕ" хисепе тивĕçрĕ.

Ăмăртăва хутшăннисенчен пĕри те килне пушă алăпа каймарĕ, вĕсен пархатарлă ĕçне хакласа тав çырăвĕсем тата парнесем пачĕç.

Çĕнтерỹçĕсем республика чысне Раççей шайĕнче август уйăхĕнче хỹтĕлĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика