Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше асра тытса

24 апреля 2018 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çывхарнине тата Мухтав орденĕсен тулли кавалерне П. Карикова халалласа Сăкăтра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ. Порфирий Герасимович 2003 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче 71 çула кайса пурнăçран уйрăлнă. Унăн ячĕ паянхи кун та вилĕмсĕр. П. Карикова асăнса унăн ячĕпе ялти пĕр урам хисепленсе тăрать. Вăтам шкулта пурнăçĕпе паттăрлăхне çутатакан стенд йĕркеленĕ, мемориал хăми уçнă. Музейра паттăр-ентеше халалланă кĕтес пур. Çарпа патриотсен клубне Порфирий Герасимович ятне панă.

Спорт уявне Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов уçрĕ. Кĕрешỹçĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. Чернов, "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи П. Никифоров, шкул директорĕ А. Падусев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, П. Кариков ячĕллĕ урам депутачĕ А. Казачков саламларĕç.

Кавир çине Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсен кĕрешỹçисем тухрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче А. Цветков, Р. Вахитов, Г. Глухов, Д. Вахитов, Р. Юсупов (Патăрьел), К. Анюров (Сăкăт), М. Ерофеев (Ишлĕ), Ш. Вахитов (Ыхра Çырми) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. К. Анюров "Чи лайăх кĕрешỹ мелне пĕлекен" номинацие те тивĕçрĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика