30 января 2018 г.
Сăкăтри культура çуртĕнче Н. Ларионов ячĕпе шашка турнирĕ иртрĕ. Вăл çак ялтах çуралса ỹснĕ, чылай çул киномеханикра ĕçленĕ. Пушă вăхăтра шашкăлла тата шахматла выляма юратнă.
Турнир Николай Петровичăн Юрий, Станислав, Валерий ывăлĕсем йĕркеленипе иртрĕ. Унта 11 çын хутшăнчĕ. Вăййа кăмăллакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов, ывăлĕ Валерий саламларĕç.
Районти шашка-шахмат федерацийĕн председателĕ, вăйăсен тĕп судйи Н. Федоров та çак вăййа юратакансене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вăлах турнирта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшĕнче - Сăкăтри А. Тинюков, виççĕмĕшĕнче - Тикешри В. Антонов.
Ф. Ларионов ветерансенчен "Чи лайăх шахматист" ята тивĕçрĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем асăнмалăх кубоксем, парнесем, грамотăсем илчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)