20 октября 2017 г.
Г. Толстова 1961 çулта Сăкăт ялĕнче çуралнă. Кунта вунă класс вĕренсе алла аттестат илнĕ. Вырăс тата ют çĕршыв классикине кăмăлланă. Хăй те сăвăсем, калавсем çырнă. Вырăс чĕлхипе тата литературипе районти олимпиадăсене пĕрре çеç мар хутшăннă.Мал ĕмĕтлĕ хĕр аслă шкулта пĕлĕвне малалла тăснă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. Дипломлă специалист Алманчăри шкулта виçĕ çул ачасене çак енĕпе пĕлỹ панă.
Галина Александровна 1986 çулта вара Красноярскинчи краеведени музейне çитнĕ. Унта экскурси пайĕн заведующийĕнче, ертсе пыракан специалистра, аслă наука ĕçченĕнче тăрăшнă.
Ентеш пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл "Словарь языка Агафьи Лыковой", "Древо Аввакума" тата ытти кĕнекесем кăларнă, А. Лыкова çырăвĕсен коллекцине пухнă тата 70-е яхăн наука ĕçĕ пичетленĕ. 2004 çулта вара кандидат диссертацине хỹтĕленĕ.
Г. Толстовăна Раççей Федерацийĕнчи культура министерствин тата Раççейри культурăри профсоюз ĕçченĕсен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Раççей Федерацийĕнчи культурăпа массăллă коммуникаци министерствин "Пысăк çитĕнỹсемшĕн" кăкăр çине çакмалли паллине панă.
Сăкăт талантлă та ăста çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри _ Галина Александровна _ çак ене çỹле çĕклерĕ те. Пĕлỹ патне ăнтăлни, тĕпчес кăмăлĕ пурри ăна ăста специалист тата профессионал пулма май пачĕ. Агафья Лыкова пурнăçне çутатни те мĕне тăрать.
Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ Галина Александровнăн. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ.
С. ЕЛКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)