17 октября 2017 г.
Сăкăтри Ф. Ларионов мĕн ачаранпах спорта кăмăлланă. Уйрăмах ăна шашка вăййи илĕртнĕ. Кирек хăш çанталăкра та унпа сĕтел хушшинче чун канăçне тупма пулатех. Çак вăййа ача-пăча та, аслăраххи те явăçма хирĕçлемест. Пушă вăхăта усăллă ирттерни кирек камшăн та лайăх. Федор Петрович миçе ăмăртăва хутшăннине, вĕсенче çĕнтерỹçĕ пулнине шутласа та кăлараймăн.
Ку хутĕнче ветеран Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи куç курманнисен обществин членĕсемпе шашкăлла вылянăччĕ. Унта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшне П. Пыркин, виççĕмĕшне Г. Степанова тивĕçнĕччĕ. Пурте пирĕн районтанах.
_ Савăнăçĕ иксĕлми Федор Петровичăн,_ тет куç курманнисен обществин секретарĕ Л. Макарова. _ Вăл республикăри ăмăртуран пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕ.
Вăйăсене 8 турпа ирттернĕ унта. Ф. Ларионов пĕринче те выляса яман. Каллех пĕрремĕш вырăна тухнă. Кăçал çеç мар, пĕлтĕрпе виçĕмçул та республикăри физкультурăпа спорт министрĕн аллинчен диплом илсе таврăннăччĕ.
_ Пĕрремĕш ушкăнри сусăр пулин те тимлĕхе чакарас килмест. Районти ытти ăмăртусенче те призлă вырăнсене йышăнатăп. Çамрăксене те компьютер умĕнче сахалрах ларса шашка вăййине явăçма чĕнетĕп,_ тет çĕнтерỹçĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)