Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсем апатсăр юлмĕç

04 июля 2017 г.

Çĕртме тăршшĕпех çумăр çунăран хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлесси, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, икĕ эрне каярах юлчĕ. Пĕлтĕр май вĕçĕнчех нумай çул ỹсекен курăксене çулса сенажа хывма пикеннĕччĕ, кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕртме уйăхĕн варринче çеç пуçларĕç. Начаррипе пĕрлех лайăххи те юнашарах çỹрет: курăксен масси вăйлă пулнăран паккуссем хулăм.

 Çанталăкăн уяр кунĕсене "вăрласа" кăна сенаж хыватпăр. 5000 тонна яхăн янтăланă, пĕлтĕрхи те пĕтмен-ха, _ терĕ "Исток" агрофирма директорĕ А. Илюткин хуçалăхсенче выльăхсене валли апат хатĕрлесси мĕнле пынипе паллашма тухнă район администрацин ял хуçалăх пайĕн начальникне Л. Куз- нецова тата çак пайри С. Моисеева специалиста.

Хуçалăхра çулленех апат пахалăхне çухатас мар тесе яваплă ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме тăрăшнă, çавна май механизаторсем икĕ сменăпах вăй хунă. Кăçал çапла тума нỹрлĕ çанталăк чăрмантарнă. Апла пулин те технологине пăхăнса ĕçленĕрен сенажăн тĕсĕ те, шăрши те аван. Ешĕл çимене В. Романовпа И. Чернов механизаторсем К-700 тракторсемпе пусăрăнтараççĕ.

"Батыревский" пĕрлешỹре нумай çул ỹсекен курăк 207 гектар йышăннă, унтан 177-не çулса сенажа хунă. Тепĕр 30 гектарне выльăхсене халь вырса çитерме тăратса хăварнă.

Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те хирте шав тăрать. Паккусри кушăхнă курăка Н. Славницкий тытса пыракан "Дон" комбайн вĕтетет. Вакланнă курăка турттаракан техника çителĕклĕрен вăл самантлăха та чарăнса тăмасть.

Ĕç "Звезда" ЯХПК-ра та кал-кал пырать. Кунта нумай çул ỹсекен курăксене çулассине аван йĕркеленĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен комисси çитнĕ пур хуçалăхра та выльăх апатне янтăлассипе тăрăшса ĕçлеççĕ, апла пулсан вĕсене сивĕ хĕл хăратмĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика