09 июня 2017 г.
Районти шкулсенчен вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă ачасем çар ретне тăма хатĕрленсе Сăкăтри вăтам шкула вĕренỹ занятийĕсене пуçтарăнчĕç. 70 ытла каччă пилĕк кун çар пурнăçĕпе "пурăнаççĕ". Килĕшет те вĕсене кунта. Ушкăнпа салтак пăтти çине мĕне тăрать. Ỹт-пỹ çирĕплетĕвĕ, тактика хатĕрленĕвĕ кирлех каччăсене. Тăван çĕршыв хуралне тăрасси инçе те юлман-вĕт вĕсен.
Вĕрентỹ занятийĕсенче çар пурнăçĕнчи кирлĕ хăнăхăва çирĕппĕн алла илме ăнăçу сунчĕç ачасене Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, Сăкăт вăтам шкул директорĕ А. Падусев.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)