Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ене укçа парать

02 июня 2017 г.

Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПК —республикăри тупăшлă ĕçлекен, производствăна ял çыннисене йышлăн явăçтаракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунти ĕç-хĕлпе Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров паллаштарать.

Çуракине кĕске хушăра вĕçлеме çанталăк вăйлах чăрмантарчĕ, — терĕ Петр Николаевич. — Эпир ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче акма тухса çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне уй-хир ĕçĕсене вĕçлени пĕрре çеç мар пулнă. Кăçал тракторсене хире ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çеç кĕртме май килчĕ. Пĕр эрне маларах юр, ака-çу уйăхĕсенче çумăр темиçе те пĕрĕхтерчĕ, тăпрана йĕпетсех тăчĕ — хирте куллен ĕçлеме   чăрмантарчĕ.Çавăнпа çураки тăсăлса кайрĕ. Кăçал тăпрара нÿрĕк иртнĕ çулхисенчен нумайраххипе уйрăлса тăрать. Кушăрхаман лаптăксенче юлашкинчен уйрăммăн акма тиврĕ.

— Ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕ каяраха куçĕ-ши?

— Çулла çумăр час-часах çусан, тăпрана шăрăх иртнĕ çулсенчи пек типĕтмесен куçма пултарать. Çапах та çу уйăхĕ нче сивĕ тăрсан тырă ăнса пулать теççĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 800, çĕр улми — 200, люцерна 350 гектара яхăн, куккурус 160 гектар, севок 20 гектар йышăнаççĕ.

— Нумай çул çитĕнекен курăкпа куккурус выльăх апатлăх-и?

— Çапла. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 700 пуçа яхăн, çав шутра сăвакан ĕне 304. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5 пин ытла килограмм сĕт сунă, кăçал 6 пин урлă каçасшăн. Тĕллеве пурнăçлас шанăç пысăк. Операторсем 5 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 370 килограмм нумайрах суса илчĕç.

— Ĕне кĕтĕвĕ ЯХПК тăкакĕсене саплаштарма пулăшать-и?

— Фермăнне кăна мар, кооперативăн мĕн пур тăкакне саплаштарса пысăк тупăш парать. Юлашки çулсенче сĕт завочĕсем сутлăх хака ÿстерсе хуçалăхсене укçа ытларах ĕçлесе илме май панине палăртас килет. Çак кунсенче пиртен кашни килограмм сĕте 19 тенкĕлле туянаççĕ. Ĕнесен ăрачĕ лайăх. Çавăнпа сĕт аван антараççĕ. Пушмак пăрусем сутатпăр. Кĕтĕве çуллен ÿстеретпĕр. Çулталăк хушшинче мăйракаллă шултра выльăх — 70, вăл шутра сăвакан ĕне 29 пуç хушăнчĕ. Çитес çулсенче вĕсене кăна 400 пуçа çитересшĕн. Кĕскен: сĕтрен, ял хуçалăх культурисенчен услам ытларах илсе трактор-машина паркне çуллен çĕнететпĕр, ĕç укçине ÿстеретпĕр, ытти тăкака саплаштаратпăр.

— Кооператив умĕнчи тĕллеве пурнăçлассишĕн коллектив мĕнле вăй хурать?

— Лайăх. Паян ЯХПКра 100 çынна яхăн ĕçлет. Пурте тенĕ пекех дисциплинăна пăхăнаççĕ. Ĕç йĕркине пăсни сайрахутра çеç.

— Çак кунсенче уй-хирте мĕн тăватăр?

— Тĕш тырă культурисемпе севок лаптăкĕсенче шăтакан çум курăка пĕтерме гербицид сапатпăр, çĕр улми йăранне кăпкалататпăр. Механизаторсем техникăна нумай çул çитĕнекен курăк çулмалли тапхăра хатĕрлеме тытăнчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика