24 марта 2017 г.
Культура енĕпе иртекен чылай мероприятинче куракан кăмăлне чи малтанах конферансье уçать. Сцена çине пĕр юрăç хыççăн тепри тухнă чухне ертсе пыраканăн сăмахĕсене çăвара шыв сыпнă евĕр итлеме тăрăшатпăр. Районти культура çурчĕн сцени çинчен сахал мар хутчен хăйĕн çепĕç чĕлхипе, хỹхĕм кĕлеткипе илĕртекен О. Лаврентьеван та ку тĕлĕшпе Турă пани пурах.
_ Темшĕн хама яланах çак ĕçре курас килетчĕ. Сăкăтри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне те мероприятисене сахал мар ертсе пынă. Малтанласа алла аттестат илсенех Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме çул тытрăм. Кăмăл туртни пулмарĕ. Куçăмсăр майпа культура институтне кĕтĕм, диплом илме хатĕрленетĕп, _ тет кирек кампа та часах пĕр чĕлхе тупма пултаракан хĕр.
Хăйĕн пурнăç çулне хăйех уçса пыма тăрăшать районти централизациленĕ клуб системинчи ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен методист. Кăçал вăл Республика Пуçлăхĕн çамрăксен творчествăри ăнтăлуне, çитĕнĕвне кура пама йышăннă хушăвĕ- пе килĕшỹллĕн стипендине тивĕçнĕ.
_Калаçма вĕреничченех Натали шăрантаракан "Ветер с моря дул" юрра ĕнĕрлесе çỹретчĕ Оля. Кỹршĕ-аршă, пĕр урамра пурăнакансем мĕн чухлĕ юрлаттарман-ши ăна? Хăшĕ чĕрçи çине илсе сиктеретчĕ, хăшĕ конфет сĕнетчĕ... _ хĕрĕн ачалăхне куç умне кăларать амăшĕ Любовь Анатольевна.
Умма лартнă тĕллеве пурнăçлатех О. Лаврентьева. Хăйĕнчен çирĕп ыйтма хăнăхнă вăл. Кĕске хушăрах районти кашни ялах культура программипе çитме пултарчĕ. Районти сцена çине тухакан проектсем те пуян содержаниллĕ: "Çĕнтерỹ ритмĕсем 70 çул хыççăн", "Камсем-ха, эпир пулмасан", "Ташă тĕнчинче", "Çуталакан çăлтăрсем", "Папа года", "Вылян хуткупăс, шăран такмак", "Телейлĕ ачасен çĕршывĕ"... тата ыттисем те.
_ Оля шкулта вĕренỹ отличнициччĕ, мероприятисен пуçаруçи тата ертỹçиччĕ. Сăвăсем вулама юрататчĕ. Р. Сарпи, Г. Айхи конкурсĕсем пĕри те унсăр иртмен. Конференцисене, конкурссене хутшăнатчĕ. Республика шайĕнчи олимпиадăсенче те çитĕнỹсем пурччĕ унăн,_ каласа парать Сăкăтри вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н. Тинюкова.
Маларах Оля районти "Манăн йăх тымарĕ" тата "Чăваш пики" конкурссене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене йышăннăччĕ.
Халĕ вара республика шайне тухнисене те палăртма кăмăллă. "Ял профессийĕсен парадĕнче" "Музыка искусстви" номинацине тивĕçнĕ тата ытти те. Районти халăх театрĕн, культура ĕçченĕсен хорĕн хастар членĕ Ольга Вячеславовна. Район кунĕсенчен, акатуй уявĕсенчен те юлмасть.
_ Культурăллă-массăллă мероприятисене ăста йĕркелекенскер ĕç мелĕсене çĕнетме ỹркенмест. Çавна май шоу-конкурссем, дискотекăсем, уяв ка- çĕсем тăтăшах ирттерет,_ тет централизациленĕ клуб системин ертỹçи А. Овчинникова. О. Лаврентьева хăй те Алевтина Геннадьевнăна наставница вырăннех хурса хисеплет.
Ытти ĕçре те пуçаруллă Оля. "Раççей йĕлтĕр йĕрне", "Наци кросĕсене" хастар хутшăнать. Урăхла каласан спорт мероприятийĕсене явăçма та ỹркенмест. Çулĕпе çамрăк пулин те вырăна хурса хакланă ĕçĕсем çителĕклех О. Лаврентьеван. "Люби Чувашию", "Дневник Памяти" конкурссене ирттерме хастар хутшăннăшăн ăна "Молодая Гвардия Единой России" регион уйрăмĕнчен Тав çырăвĕпе наградăланă. Районта экологи уйăхлăхĕнчи "Больше кислорода" программăна пурнăçа кĕртме хастар хутшăннăшăн грамотăпа чысланă. Çакнашкаллисем нумай унăн. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те специалист ĕçне вырăна хурса хаклани савăнтарать.
Икĕ хĕр çитĕнтернĕ Сăкăтри Лаврентьевсем. Элеонора педколледжра вĕренет. Унăн малашлăхра ачасемпе ĕçлес кăмăлĕ пысăк.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)