Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче талантсем çук мар

24 марта 2017 г.

 Сăкăтри вăтам шкулта музыка вĕрентекенсен районти фестивалĕ иртрĕ. Малтанах вырăнти шкул директорĕ А. Падусев кĕскен вĕренỹ учрежденийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. И. Медведев музыка учителĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнине асăнчĕ, ăна музыка вĕрентекенĕсем манманнине палăртрĕ. Игорь Ильича халалласа шкулта виççĕмĕш хут районти çакнашкал мероприяти иртет.

Фестивальте Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен Л. Хасянова Австри композиторĕ Франц Шуберт 220 çул тултарнине халалланă презентацие кăтартрĕ, районти музыка вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Т. Базунова икĕ сасăпа юрлама вĕренмелли мелсемпе паллаштарса мастер-класс ирттерчĕ.

Малалла икĕ е виçĕ сасăпа тупăшса юрласси пуçланчĕ. Фестивале пурĕ 16 музыка учителĕ хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен хĕрсен ушкăнĕ П. Никитин ертсе пынипе кăçал та Гран-прие тивĕçрĕ.

Н. ТИХОНОВА, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта музыка вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика