Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрем юрри _ пин çын юрри

22 февраля 2017 г.

Çамрăк ăрăва гражданла тата патриотла воспитани парас, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес ĕçе малалла аталантарас тĕллевпе Сăкăтри вăтам шкулта "Чĕрем юрри _ пин çын юрри" конкурс иртрĕ. Сцена çинче 1-4, 5-8, 9-11 классенче вĕренекен артистсем ушкăнпа та, пĕччен-иккĕн те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уйрăмах кĕçĕннисем суйласа илнĕ юрăсене килĕшỹл- лĕ выляса-юрлама пултарни куракансене чунтанах савăнтарчĕ.

5, 7, 8 классем те тăрăшсах хатĕрленнĕ концерта. "Катюша", "Ты живи, моя Россия!", "На Мамаевом кургане" юрăсем залра ларакансене хумхантарчĕç. "Синий платочек", "О той весне", "Мы из будущего", "За тебя, Россия" юрăсем Тăван çĕршыв шăпи, асаттесемпе асаннесен вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кун-çулĕ çинчен аса илтерчĕç. Пĕрремĕшсем "Чи маттуррисем", иккĕмĕшсем "Чи пултаруллисем", виççĕмĕшсем "Сцена ăстисем", тăваттăмĕшсем "Чăн-чăн артистсем" номинацисенче палăрчĕç.

Вăтам классем хушшинче 5, 7-мĕшсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Аслисенчен 10 класс хĕрĕсемпе каччисем мала тухрĕç.

Район шайĕнчи ăмăртура шкул чысне Л. Чернова хỹтĕлет.

Н. ТИНЮКОВА 

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика