22 февраля 2017 г.
Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă çулах О. Муллина Тăван çĕршыва сыхлама кайма повестка параççĕ. Водитель правине илнĕскер кĕркунне салтак аттине тăхăнать. Октябрĕн 19-мĕшĕнче ăна пĕтĕм çывăх çынни пыл çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пиллесе ăсатать. Сăмах май, Муллинсен пĕр вăхăтра виçĕ ывăлĕ харăс службăра тăнă. Юрие аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн повестка панă. Кĕçĕнни, Саша, вăталăх тетĕшĕ (Олег Петрович) конституци умĕнчи тивĕçне çулталăк çурă пурнăçланă хыççăн çара кайнă.
О. Муллинăн салтак пурнăçĕ Туркменинчен пуçланать, унта вăл виçĕ уйăх вĕренỹре пулать. Çакăнтах туллă-сăртлă вырăнсенче КамАЗпа çỹреме хăнăхать. 1986 çулхи февральте, пирĕн тăрăхра шап-шурă юр выртнă чухне, Олег Петровича ыттисемпе пĕрле Афганистана илсе каçаççĕ. Кунта вара чăн-чăн çуркунне шавланă та кĕрленĕ, çут тĕнче чĕрĕлнĕ. Йĕри-тавра шăплăх хуçаланнă чухне вăрçă та пымасть пекех туйăннă. Анчах вăл вăхăтлăх çеç пулнă çав... Моджахедсен чĕрисенче шурависене (Совет салтакĕсене çапла чĕннĕ) курайманлăх пысăк пулнăран пăшал сасси, минăсем сирпĕнни час-часах илтĕннĕ. Ĕнерхи шкул ачисем вилĕм çири кĕперен те çывăхраххине куллен тенĕ пекех туйса тăнă.
Чăваш ачине ют çĕршывра душмансемпе хирĕç çапăçакан салтаксем патне снарядсем, апат-çимĕç, тум-тир турттарма шаннă. Саланг перевалĕпе пĕр кун пĕр енне кайнă, тепĕр кунне каялла таврăннă. Хăш-пĕр чухне вара юлташĕсене пулăшса аллине пăшал тытса та тăшмана хирĕç тăма тивнĕ. Çулпа пынă чухне те темиçе хут та пульăсен "çумăрĕ" айне лекнĕ. Хăть мĕнле пулсан та машинăсене чарма, колоннăран юлма юраман. Пăртак çеç айккинеле пăрăнсан та мина çине лекес хăрушлăх пулнă. Хăвна мĕнле йывăр туйсан та, туалета каяс килсен те машинăран анман _ вилĕм кашни йăнăш утăма сыхланă. Çап-çамрăк, хĕр çумне те юнашар ларса курайман каччăсен пурăнас, сар хĕвел çутипе савăнас килнĕ, çавăнпах асăрханулăх пирки асра тытнă.
_ Июнĕн 15-мĕшĕнче çапăçуран таврăннă чухне пĕр машина çĕмрĕлчĕ. Вăл вырăнтан та хускалайманнипе ыттисем те чарăнчĕç. Мĕн тумалла? Хăвăрт кăна ăна кăкартăм та сĕтĕрсе кайрăм. Çакăншăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" ("За боевые заслуги") медале тивĕçрĕм, _ аса илчĕ вăрçă ветеранĕ. Баграмскинчи çапăçу хатĕрĕсене упракан склад снаряд лекнипе сывлăша çĕкленни, пушар вăхăтĕнче пемелли хатĕрсем пĕрин хыççăн тепри сирпĕнни, ним айăпсăр 5-6 салтак (тен ытларах та?) ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупни те афганецăн чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçнă.
Кашни ашшĕ-амăшĕ ачишĕн пăшăрханать. 1979-1989 çулсенче ывăлĕсем Афганистана лекесрен нумайăшĕ сехĕрленнĕ. Вăрçă вăл вăрçă, унта шỹтлемеççĕ. Çитменнине ухмах пуля никама та хĕрхенмест. Çывăх çыннисене пăшăрхантарас мар тесе ĕнтĕ О. Муллин çулталăк хăй вĕри точкăра пулнине пĕлтермен. Афганистанра службăра тăракан икĕ сыпăкри Сергей тăванĕн адресне ыйтса ярсан тин килĕнчисем хăйсен ачи те ют çĕршыврине ăнланнă. Салтаксем вара пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçланă.
_ Çар тивĕçне пурнăçланăшăн нихăçан та ỹкĕнмен. Кунта çĕнĕ юлташсем тупнă, пурнăç хакне ăнланнă. Паян та пĕрле службăра тăнисемпе çыхăну тытатпăр. Май тупăнсанах скайппа калаçатпăр. Тĕрлĕ наци çыннипе килĕштерсе пĕр чашăкран тенĕ пек апат çинĕ. Ингушети Президенчĕ пулнă Руслан Аушев подполковник шăпах пирĕн чаçреччĕ, ăна та турттарнă эпĕ, _ терĕ О. Муллин.
Олег Алексадрович салтакран килсен инçете кайса телей шырас темен, çуралнă ялĕнчех тĕп-леннĕ. Галина Ивановна мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ỹстереççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)