17 января 2017 г.
Сăкăт ялĕнче çуралса ỹснĕ А. Черновăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ чылай çыннăннинчен мăйăрпа йĕкел пек уйрăлса тăмасть. Сак тулли ачаллă пысăк çемьере çитĕннĕ Анатолий аслисенчен иккĕмĕш пулнăран ури çине те "ĕне" çамрăклах пуснă.
Шкулпа сыв пуллашнă хыççăнах алла "штурвал" тытнă, çамрăклах техникăна кăмăллакан каччă тракторпа ĕçлеме пикеннĕ. Çак туртăм салтакран таврăннă хыççăн та сĕврĕлменрен тỹрех Шупашкара водительсене хатĕрлекен шкула çул тыт-нă. Ятарлă пĕлỹсĕр техникăн вăрттăнлăхне епле ăнланса пĕтерĕн-ха? Çакăн хыççăнах çамрăк специалиста колхозра ГАЗ-51 автомашина шанса пани вара унра тата ытларах хавхалану çуратнă. Мал ĕмĕтлĕ каччă куçăмсăр майпа коопераци техникумне вĕренме кĕрет, çав вăхăтрах тăван хуçалăхра вăй хурать. Ун чухне колхозра икĕ алла усса ларма ерçỹ те пулман, намăс та пулнă темелле. Ялта ватти-вĕтти валли ĕç тупăннă...
Анатолий Ивановичпа пĕр тапхăр яшлăх самантсене аса илнĕ вăхăтра ырнине-каннине пĕлмесĕр тырă турттарнă вăхăтсене, автоколоннăпа Новосибирска çити тыр-пул пуçтарса кĕртме кайнине, ун хыççăн нумай çул "Красное знамя" хуçалăхра сĕт, райпора тавар турттарнисене мăнаçланса та хăпартланса каласа пачĕ. Вăл çеç-и-ха? Çав вăхăтрах паянхи ĕç ветеранĕ ялти общество пурнăçĕнче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пул- нă: хисеплĕ дружинник, хастар профком членĕ, райпо уполномоченнăйĕ... Ахальтен мар ĕнтĕ ăмăрту çĕнтерỹçин сăн ỹкерчĕк- не тăтăшах вăл вăхăтра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă Хисеп хăми çинче курма пулнă. Унсăр пуçне çемье архивĕнче упранакан нумай-нумай Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем, пилĕкçуллăх уданикĕ пулнине ĕнентерекен паллăсем тата ыттисем те ĕçчен çыннăн ячĕ-сумĕ çĕре ỹкменнине çирĕплетеççĕ.
Ялта ятлă пулма чăн малтан çемьере хисеп çĕнсе илни пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе те Анатолий Иванович тавра ялсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Елена Петровна мăшăрĕпе çитĕнтернĕ ывăлĕ-сем хăйсене чун панă çывăх çыннисен умĕнче пурнăçра тĕрĕс воспитани парса çул çине тăратнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ çеç. Ытарайми виçĕ мăнукĕ вара аслашшĕпе асламăшĕн тараватлăхĕшĕн савăнса пĕтереймеççĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)