Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболла вылярĕç

10 января 2017 г.

Сăкăтри вăтам шкул спортзалĕнче Н. Елкин тухтăра халалласа волейбол турнирĕ иртрĕ. Ку ĕнтĕ черетпе улттăмĕш. Волейбол площадкинче Николай Александрович ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн пурĕ пилĕк команда _ Сăкăтри, Туçари, Шăнкăртамри, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи, Нăрваш Шăхалĕнчи спортсменсем тупăшрĕç.

Уява ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов уçрĕ. Вăл кĕскен Н. Елкин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Краснов, "Красное знамя" кооператив ертỹçи П. Никифоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, спорт ветеранĕ И. Хитров, Вăрнарти тĕп больница врачĕ Н. Тинюков, шкул директорĕ А. Падусев тата ыттисем те хаклă юлташăмăрăн кун-çулне ырăпа аса илчĕç.

Ăмăртусем пуçланчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре мала тухса куçса çỹ- рекен кубока Туçасем çĕнсе илчĕç. Хуçасем иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче _ "Паттăр" спорткомплекс спортсменĕсем.

О. ЧЕРНОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика