Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше асра тытса

10 января 2017 г.

Сăкăтра А. Казачкова асăнса йăлана кĕнĕ хоккей турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш сезонне уçрĕ.

Ăмăртусем пуçланиччен район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов, "Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи П. Никифоров, хăнасем сăмах илчĕç.

Вăйăсене вырăнтан виçĕ _ "Стрела", "Барс" тата çĕнĕ "Чайка", Патăрьел тата Комсомольски ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç.

Алексей Петровича асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн турнир пуçланчĕ. Кубока çĕнсе илессишĕн "Стрелапа" "Чайка" командăсем тупăшăва тухрĕç. "Стреласем" çĕнтерчĕç.

Номинацисемпе "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята И. Ильин, "Чи лайăх вратарь" _ А. Шапкин, "Чи лайăх тапăнса вылякан" _ В. Чермасов тивĕçрĕç.

Турнира йĕркелеме Алексей Петровичăн юлташĕсем, ĕçтешĕсем, ял-йыш, пĕртăван Александрпа Анатолий, О. Лаврентьев, Ю. Елкин, Н. Тинюков тата ыттисем пулăшрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика