29 ноября 2016 г.
Кăçалхи декабрĕн 18-мĕшĕнче ЗАГС уйрăмĕсем йĕркеленни 99 çул çитет, çавна май районти Мăшăрлану керменĕнче уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Шкулсенчи 10-11 классенче вĕренекенсем, студентсем тата ыттисем те çак тапхăрта кунта килсе курма, çыннăн пурнăçĕнчи паллă самантсемпе _ мăшăрлану, ачана ят хуни, 50, 60... çул пĕрле пурăннисене саламлани _ тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ. Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем С. Елкин учитель ертсе пынипе Мăшăрлану керменĕнче экскурсинче пулнă та ĕнтĕ. Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекенсем ытти пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухакансене те хапăл тусах кĕтеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)